Çурхи кун çулталăк тăрантарать

19 Пуш, 2018

Сивĕсем ниепле те парăнасшăн мар пулин çураки тапхăрĕ çитесси нумай та юлмарĕ. Çавна май уй-хир ĕçĕсене хатĕрленессине ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура тишкерни вырăнлă та, вăхăтлă та.

Хатĕрленÿ ĕçĕсемпе вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕ паллаштарчĕ. «Халех кая юлса пыратпăр, анчах çанталăк пуш уйăхĕн вĕçĕнче кăна ăшăтмалла, çавна май уйсене сÿрелекен техника та ака уйăхĕн пĕрремĕш декадинче кăна тухма пултарĕ», — пăшăрханса каларĕ министр.

Кăçал ял хуçалăх культурисем 560 пин гектар йышăнмалла. Çав шутра çурхи культурăсем — 324 пин гектар. 37,9 пин гектар çинче выльăх апачĕ çитĕнтерме палăртнă, çĕр улми 5,4 пин гектар пулмалла. Чăн та çак плансем кăштах улшăнма пултараççĕ. «Тĕш тырă лаптăкĕсене пысăклатса çу культурисен лаптăкне чакарасшăн, çав шутра хĕвел çаврăнăш сахалрах акасшăн», — пĕлтерчĕ Сергей Геннадьевич.

Çĕр улмин лаптăкĕсене пĕлтĕр хуçалăхсем икĕ пин гектар чухлех чакарнă. Иккĕмĕш çăкăр хакĕ вара халь чăннипех лайăх — килограмне 17-20 тенкĕпе сутаççĕ. Çавна май ял хуçалăх ведомствин ертÿçи ăна кăçал ытларах лартса хăвармалли пирки иккĕленмест. 

Кĕрхи культурăсем аван хĕл каçнă, вĕсем вара 80 пин гектар йышăнаççĕ. Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ — кирлин 103% чухлĕ. Анчах кондициллин калăпăшĕ 71% шайĕнче кăна-ха, хăш-пĕр районта çак кăтарту пушшех пĕчĕк.

Çураки валли республикăна 24 пин тонна дизтопливо кирлĕ — 57% хатĕрленĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас