Çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленине тишкерчĕç

2 Раштав, 2019

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура социаллă ушкăнсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленипе строительство министрĕ Алексей Грищенко паллаштарчĕ.

2019 çулта ку енĕпе тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 2,1 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă — 4,7 пин çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалăх. Çамрăк çемьесем, çамрăк специалистсем, ялта пурăнакансем — вĕсем валли 512 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. 648 çемье çĕнĕ çуртсемпе хваттерсене куçнă та ĕнтĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсене, вĕсен тăлăх арăмĕсене хваттер парасси те вĕçленмен-ха — кун валли федераци бюджетĕнчен 75,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Чăн та, çак категори черечĕ çуккине кура çав укçан пĕр пайĕ, 9,6 миллион тенкĕ, усă курмасăр юлма пултарать.

Тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерме вара, пачах тепĕр майлă, укçа çитмест. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, ыйтăва туллин татса пама 1,5 миллиард тенкĕ кирлĕ. Республика, паллах, тÿрех çавăн чухлĕ уйăраймасть. Укçан тĕп пайне федераци бюджечĕн уйăрмалла, анчах Мускав та «иртĕхтермест». Çавăнпа тăкаксен пысăк пайне республикăн хăйĕн çине илме тивет. Республика бюджетĕнчен кăçал 182 миллион тенкĕ ытла уйăраççĕ — Мускавпа тунă килĕшÿре пăхнинчен 52 хут /!/ пысăкрах. Пĕтĕмпе 232 тăлăх хваттерлĕ пулĕ.

Нумай ачаллă 37 çемье те кăçалах çĕнĕ çурт ĕçки тума пултарать. Çавăн пекех Раççей Геройне те хваттер параççĕ — кун валли регион бюджетĕнче 3,1 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: 

Комментари хушас