Çутă ĕмĕтлĕ Ирина

30 Раштав, 2014

Ирина Путина Куславккари 3-мĕш шкулта, 11-мĕш «а» класра вĕренет. Хастар хĕр-упраç Куславкка районĕнчи Тĕмшерте (Салдыбаево) çуралнă, 9 класс тăван ялта вĕреннĕ. Шкулта 1-мĕш класранпах лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕ­р­­­­­­­­­­­се пырать. Тăван ялĕнчи учительсенчен класс ертÿçи пулнă, ют чĕлхесем вĕрентекен Валентина Аркадьевна Афанасьевăна уйрăмах ăшшăн аса илет Ирина. Куславкка шкулĕнчи иккĕмĕш амăшĕ вара - Валентина Павловна Ефимова, хальхи класс ертÿçи, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Валентина Павловна ачасене чунне парса ĕçлени пирки иккĕленместпĕр, çавăнпа палăртар: Иринăн юратнă предмечĕ - чăваш литератури.

Физкультурăна та питĕ кăмăллать хĕр-упраç, районта иртекен волейбол тата баскетбол ăмăртăвĕсене хутшăнать. Шкул команди 2-3 вырăнсене тивĕçет, чи пĕрремĕ­ш­­­­­­­­сем пулма кăшт кăна хевте çитеймест. «Зарница», «Орленок» вăййисенче те тар тăкнă хастар хĕрача. «Çар вăййисем питĕ интереслĕ иртеççĕ. Ытти шкулсенчи ачасемпе те паллашатăн, унччен пĕлнисемпе те калаçатăн. Урăх пурнăçри пекех туятăн хăвна, тăван çĕршыв текен ăнлава чунпа туйма тытăнатăн. «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисен чăнкăлăхĕ чуна тыткăнлать», - çар тата патриотизм воспитанийĕн чи ытарлă та хĕрÿ саманчĕсене çапла хаклать Ирина.

Техника тĕнчи те çав тери илĕртет пикене. Тăван ялĕнче вĕреннĕ чухне вăл çамрăк космонавтсен кружокне çÿренĕ. Районти тата республикăри тупăшусене хутшăнса, мала тухса çамрăк космонавтсен 4 категорийĕнчен виççĕшне - «Ĕмĕтленекен», «Шыракан», «Маçтăр» ятсене илнĕ. «Çăлтăр» категорине çеç тивĕçеймен. Ăна тивĕçнĕ пулсан - космоса та кайса килетчĕ пуль. Хĕр-упраç мал тĕллевлĕ­х­­­­не, тăрăшулăхне, хастарлăхне, маттурлăхне кура ирĕксĕрех ĕненетĕн çак тĕшмĕртÿ-шухăша!

11-мĕш «а» класс ертÿçине Валентина Павловнăна «Самант» тусĕсене Иринăпа кĕскен паллаштарма ыйтрăмăр.

- Ирина пирĕн шкулта вĕренме тытăнсан пĕрремĕш кунсенчех класри пур ачапа та паллашрĕ, туслашрĕ. Вăл уçă кăмăллă, хаваслă, тăрăшуллă, вăйлă характерлă, ăслă хĕрача. Унăн çитменлĕхĕсем çук тесе 100 проценчĕ­­пех çирĕплетсе каламалла. Пур енĕпе те аталаннă, пур енĕпе те маттур вăл. Хăйне тытаслăх енĕпе, дисциплина тĕлĕшĕнчен ыттисемшĕн тĕслĕх. Вĕренÿре, спортра çитĕнÿ­­семпе пынисĕр пуçне юрра-ташша ăста, сăвă конкурсĕ­­сенче литература хайлавĕсене туйăмлăн вуласа пурне те хăйĕн артистлăхĕпе тĕлĕнтерет, тыткăнлать. Лидер пулма çуралнă темелле ун пирки. Мăнкăмăллăхĕ çуккă унăн, юлташĕ­­сене пулăшма яланах хатĕр. Тĕрĕслĕхшĕн питĕ тăрăшать Ирина. Эпĕ ăна пысăкран-пысăк ăнăçу-çитĕнÿ сунатăп, - вĕçлерĕ сăмахне Валентина Павловна.

Халĕ вара Иринăна хăйне сăмах парар. Тантăшĕсемпе журнал страницинче тĕл пулни – яваплă та кăштах шикленÿллĕ самант! Кайрăмăр!

- Пирĕншĕн çак вĕренÿ çулĕ - юлашки. Куç хупса иличчен хĕл иртет, çуркунне мĕлтлетсе илет те - экзаменсем пуçланаççĕ. Çавăнпа пирĕн ытларах вĕренÿ пирки шухăшлама лекет. Шкулта ăс пухнине пĕтĕмлетсе хамăр мĕне вĕреннине кăтартса памалла. Шкултан лайăх паллăсемпе тухас тесен пурин те çанă тавăрса тăрăшмалла. Патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем - малашлăх алăкĕ.

Хамăр тантăшсене çакна та каласшăн - пирĕн спортпа туслă пулмалла. Ăмăртусене хутшăнмалла, ăнăçусем тумалла. Тупăшу кăмăла вăйлатма пулăшать. Спорт çĕнтерĕвĕ - характера туптани. Атте-аннене пулăшма та вăхăт тупмалла. Вăхăт вара хĕссех пырать, малашне мĕнле профессипе пурăнмалли пирки те шухăшламалла, суйламалла.

Манăн çапла калас килет: пирĕн çамрăксен кулянса ларас çук, савăнăçлă та мал ĕмĕтлĕ пурăнмалла. Ырă ĕçсемпе палăрмалла. Пурнăçра чи кирли - ĕçе юратни. Ĕçсĕр чун хавшакланать, юлхавланать.

- Ирина, кăштах хăвăнпа мухтанса илме тиветех - ирĕк паратпăр. Унсăрăн тем çитмест пек.

- Эпĕ 5-мĕш класранпах нумай конкурса хутшăнатăп. Чăваш чĕлхипе тата литературипе, математикăпа, физикăпа, нимĕç чĕлхипе, обществознанипе, правопа, экономикăпа, ОБЖ предмечĕпе шкул тата район шайĕнчи олимпиадăсенче тупăшнă. Шкулта пĕрмай 1, 2, 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ, районта та çак вырăнсене тăтăшах тухнă.

Предмет олимпиадисемсĕр пуçне, каларăм ĕнтĕ, спорт ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăнатăп. Наукăпа практика, шкул конференцийĕсенче те докладсем тунă. КВН та илĕртет чуна. Сăвă вулассипе те тупăшнă, ташă-юрă конкурсĕсенчен те пăрăнса тăман, ÿкерчĕксене те курава тăратнă.

Тăван ялти культура çурчĕн ертÿçисемпе те туслă Тĕмшер ачисем. Эпир концертсем лартатпăр, пултарулăх программипе кÿршĕ ялсене те тухса çÿретпĕр. Тăтăшах мана конферансье пулма шанаççĕ, концертсем ертсе пыма хăнăхрăм темелле. Сцена пултарулăхĕ питĕ илĕртет чуна. Концертсенче тĕрлĕ номерсене хутшăнатăп, çапах чи килĕ­­шекенни - ташласси.

- Тавтапуç! «Самант» хĕр-упраçа сывлăх-телей, ăнăçу-çитĕнÿ сунать. Тен (кам пĕлсе пĕтерет пирĕн пурнăçа та шăпана?), вăхăт çитсен Тĕмшер пики космоса та вĕçсе кайса килĕ? Ирина Путина «Журнал çăлтăрĕ» ята тивĕçнĕ май, эпир ăна çамрăк космонавтсен «Çăлтăр» категорине те илнĕ тесе шутлăпăр. Ан манăр: çут тĕнчери чи асамлă тĕнче уçлăхĕ - çамрăклăх. Телей пурне те! Çĕнĕ çул ячĕпе!

В. СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.