Çуткассине çутатнă писатель

Чăвашсен паллă писателĕн Леонид АГАКОВĂН кĕнекисене алла тытса курнă çын унăн кун-çулĕпе кăсăкланмасăр тăраймастех. Хальхинче вулакана вăл çуралнă тăрăхпа, ентешĕсем сăмах ăстине епле хисепленипе паллаштарас терĕм. Хăйĕн повеç-романĕнче тăван кĕтесĕнчи ĕç-хĕле, унти çырма-çатрана сăнланине пĕлсен тĕлĕнтĕм. Етĕрне районĕнчи Çуткасси ялĕ çырмаллă вырăнта тĕпленнĕ. Иртнĕ ĕмĕрте те, паянхи кун та ватти-вĕтти таранах юратса вулакан кĕнекесен авторĕ такăрлатнă сукмаксемпе эпĕ те мăнаçланса, тулли кăмăлпа утрăм.

Вăрçăра рота командирĕ пулнă

1910 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче вăтам хресчен килĕнче кун çути курнă çыравçăн тăван ялĕн илемĕпе, кашни йывăç-тĕмпе, шурă кавирпе витĕнме ĕлкĕреймен сукмакпа киленсе пынă май çак ялта çуралса ÿснĕ Зинаида Изоркинăпа, юнашар ялти библиотекăра 40 çул вăй хуракан вулавăш ĕçченĕпе, сăмах çăмхине сÿтрĕмĕр.

- Леонид Яковлевичăн хайлавĕсемпе паллашсан вăл хăйĕн повеç-романĕнче ытларах тăван тăрăхри пулăмсене сăнланине палласа илетĕн. Улăх-çаран, çырма-çатра ячĕсем те кунтисемех. «Юманлăхра çапла пулнă» повеçĕ те çакăнтах çуралса тĕвĕленнĕ, - кăмăллă калаçрĕ Зинаида Львовна. Утакан çын аякка çитет тенĕ евĕр сапаланса ларакан ялăн вĕçне çитнине те сисмерĕмĕр. Малалла вулас...

Елена ЛУКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.