Çутта кăларуçăн вĕренекенĕ

Тимофей Васильевич Васильев 1884 çулта Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă, тăлăх ÿснĕ. Пилĕк çулта чухне ăна ашшĕн пиччĕшĕ Лука Трофимович, Чĕмпĕрте ĕçлекен пачăшкă, хăй патне илсе кайнă. Арçын ача пĕр вăхăт Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнчи хатĕрленÿ класне çÿренĕ, каярахпа ултă çул учитель пулма вĕреннĕ. Вăл ÿкерес енĕпе пултаруллă пулни палăрать. Унсăр пуçне арçын ача шкул хорĕнче юрланă, кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕсемпе каланă.

Пултарулăхĕ иксĕлми

1905 çулта Чĕмпĕр шкулĕнчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт çакăнтах ĕçленĕ, ачасене рисовани предметне алла илме пулăшнă. Каярахпа тĕрлĕ кĕпĕрнери шкулсенче тăрăшнă. Анчах ÿнер енĕпе малалла вĕренес ĕмĕтне пăрахман вăл. Хусанти художество шкулĕнче вĕренекен Енĕш Нăрваш ачисемпе çыхăну тытсах тăнă.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ уншăн çывăхран та çывăх шутланнă. 1913 çул пуçламăшĕнче Иван Яковлевич патне янă хăйĕн çырăвĕнче вăл шкула илемлетме укçасăрах пулăшма хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Тĕнче вăрçипе революци пуçланнине пула унăн тĕллевĕ пурнăçланайман.
1910 çулта Питĕрти ÿнере пулăшакан общество шкулне вĕренме кĕнĕ. Сасси уçă та илемлĕ пулнăран чăваш каччине хулари театрсен хорĕсене юрлама явăçтарнă. Сăмахран, ăна «Борис Годунов» оперăра Федор Шаляпин солист чухне театр хорĕнче юрлама телей пÿрнĕ. 1914 çулта пуçланнă тĕнчен пĕрремĕш вăрçи унăн пурнăçне улăштарнă. Тимофей Васильевич хулари шкулсенче ĕçлеме тытăннă. Çуллахи вăхăтра пĕр ял каччисемпе, пулас ÿнерçĕсемпе М.Спиридоновпа тата Н.Сверчковпа /вĕсем ун чухне Питĕрти художество академийĕн аслă училищинче вĕреннĕ/, Самар кĕпĕрнинчи тата Атăлçин ытти тăрăхĕнчи чиркÿсене илемлетнĕ.
Революци хыççăн Тимофей Васильевич Ÿнер академийĕн мастерскойĕнче пĕр çул вĕренме май тупнă. 1919 çулта вăл çемйипех Чăваш çĕршывне таврăннă. Арăмĕ Надежда Михайловна, Питĕрти консерваторире вĕреннĕскер, пианино та илсе килнĕ. Вăл дворян йăхĕнчен пулнă.
Кил хуçи Етĕрне уесĕнчи Мăн Чурашри пуçламăш шкулсен учителĕсене хатĕрлекен педагогика курсĕсен заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă. 1920 çул пуçламăшĕнче педкурса Вăрнара куçарнă, часах унта педагогика техникумĕ йĕркеленĕ. Кунта вăл сăнарлă искусствăна вĕрентнĕ. Арăмĕ вара музыка урокĕсене ертсе пынă. 1922 çулта асăннă техникума хупсан Васильевсем Вăрнартан инçе мар вырнаçнă Уравăш шкулĕнче ĕçленĕ. Çапах та чунĕ тăван ялнех туртнă. 1923 çулта Йăлăмкасра кивĕ çуртне юсанă хыççăн Енĕш Нăрваш шкулĕнче рисовани вĕрентме тытăннă. Каярахпа вара Канашри педтехникумра вăй хунă.
Шкулта ĕçленĕ вăхăтра Тимофей Васильевич учитель ĕçĕпе çеç çырлахман, ялти пултарулăх ĕçне те хастар хутшăннă. Вырăс, чăваш юррисене кăна мар, оперăсенчи арисене те шăрантарнă. Хăш-пĕр чухне арăмĕпе пĕрле юрланă. Надежда Михайловна пианинопа вылянине ял çыннисем кăсăклансах итленĕ. Тимофей Васильевич вара ÿкерме те вăхăт тупнă. Уйрăмах чечексене тĕрлĕ композицире ÿкерме юратнă. Шкулти классене, вулавăша илемлетнĕ.

Арпус та, иçĕм çырли те

Яла таврăнсан шкул çумĕнчи участокра питомник йĕркеленĕ. Унта вăл тĕрлĕрен сăнав ĕçĕсем ирттернĕ, çĕнĕ сортсем кăларнă. Ку колхоз йĕркеличченех пулнă. Ялта пуçласа арпуспа дыня, иçĕм çырли, кăнтăр енчи ытти çимĕçе çитĕнтернĕ. 1936 çулта «Чувашия» ятлă пысăк тухăçлă арпус сорчĕ кăларнă. Çĕнĕ сортăн калчине теплицăра е парникре шăтарма кирлĕ пулман, вăррине тÿрех йăран çине акма юранă. Асăннă çул 0,6 гектар çĕр çинче 150 центнер арпус пухса илнĕ. 1937 çулта çак сортăн тухăçĕ тата та пысăкрах пулнă — гектартан 300 центнер. Малалла вулас...

Алексей СИМУЛИН очеркĕпе усă курса Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.