Çветтуй Валентин кунĕ тĕлне - çĕнĕ конкурс

«Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» тата « Çамрăксен хаçачĕ» Çветтуй Валентин кунĕ тĕлне çĕнĕ конкурс пуçарчĕç.

Туссем, чи çывăх çыннăрсене — чун савнине, юратнă мăшăра, юлташăра, аçăр-аннĕре, вĕрентекене — хаçат урлă Юратакансен кунĕнче чи илемлĕ те ачаш сăмахсемпе савăнтарас килет-и? Эппин, сирĕнтен салам сăмахĕсем тата сăн ÿкерчĕк кĕтетпĕр. 35 сăмахран нумай мар тăракан саламсене 300 тенкĕпе йышăнатпăр. Чи илемлĕ те çепĕç, хăйне евĕрлĕ салам хуçине парне кĕтет! Ун пирки журналистсем статья пичетлесе кăларĕç. Вăхăт хăвăрт шăвать, саламсем вĕçтерме пуçлăр!

Вĕсене hypar2008@rambler.ru электрон почтăпа, вайбер урлă 8-927-666-57-21 номерпе тата Вконтакте соц.сетьре «Хыпар» Издательство çурчĕн» страницине ярса пама пултаратăр.

Укçине онлайн мелпе е редакци кассине килсе тÿлеме май пур. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон: 28-83-70.

www.hypar.ru