"Çÿлтен" çирĕп сăнаççĕ

28 Çĕртме, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер РФ Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Козак ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвне хутшăннă. Унта регионсен граждансене юхăннă çуртсенчен куçармалли программисене пурнăçлас, граждансен коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тÿлевĕсене виçеллĕ тăвас ыйтусене сÿтсе явнă.

Дмитрий Козак граждансене кивĕ çуртсенчен куçарасси РФ Президенчĕ палăртнă политика тĕллевĕ пулнине аса илтернĕ. Çав йышăнăва пурнăçлама РФ Правительстви федераци бюджетĕнчен пĕрле уйăракан укçа виçине 42-рен 65: таран пысăклатнă, программăна пурнăçламалли вăхăта тăснă, регионсене субсиди памалли условисене çăмăллатнă. Вице-премьер çак ĕçе çирĕп тĕрĕслесе тăнине палăртнă, субQектсен ертÿçисене подрядчиксемпе хушма килĕшÿсем тума, вĕсем хăйсен обязательствисене пурнăçламаншăн усă куракан санкцисене çирĕплетме сĕннĕS «Ĕçсене вăхăтра пурнăçламасан финанс тĕлĕшпе çирĕп яваплăх пулмалла».

 

Чăваш Республикинче асăннă программăна пурнăçласа ЖКХна реформăлама пулăшакан фонд тĕрев панипе 2017 çулччен 13,5 пин çынна кивĕ çуртсенчен куçарма пăхнă. Çак тĕллевпе 4979,6 млн тенкĕ уйăраççĕ.

 

Хальхи вăхăтра программăн 1-мĕш тапхăрне пурнăçлаççĕ. Вăл кăçалхи раштавра вĕçленмелле. Пĕтĕмпе 3,9 пине яхăн çынна, юхăннă 264 çуртра пурăнаканскерсене, куçарма палăртнă. 2015 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен вĕçлемелли 2-мĕш тапхăра та пурнăçлама тытăннă. Тата 2,9 пин ытла çынна куçармалла.

 

ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлессине йĕркелесе пырасси çинчен Федерацин тариф службин ертÿçи Сергей Новиков каласа панă. Халĕ çĕр-шывра граждансен тÿлевĕсене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2018 çулччен вăрахлăха йĕркелессине палăртнă. СубQектсен шайĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен тивĕçлĕ норма докуменчĕсене хатĕрлемелле. Федерацин 18 субQектĕнче, çав шутра Чăваш Енре документсем хатĕрленĕ чухне граждансен тÿлевĕсен чи пысăк индексĕсене, федераци шайĕнче палăртнăскерсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе килĕшсе çирĕплетмелли механизмпа усă курнă.

 

Сергей Новиков пĕлтернĕ тăрăх - Тариф служби граждансен тÿлевĕсем çирĕплетнĕ чи пысăк индекссенчен те иртнĕ тĕслĕхсене тĕпченĕ. Çак ĕçре хайхи сăлтавлăха, вăл е ку йышăнăва мĕншĕн тунине халăха мĕнлерех ăнлантарнине те шута илнĕ.

 

«Ку ĕçе Раççейĕн 11 субQектĕнче «лайăх” пурнăçланă, пĕртен пĕр субQектра - Чăваш Енре - «питĕ лайăх” паллăлăх. Чăваш Республикин йышăнăвĕнче индекссен виçисене кăна мар, нумай хваттерлĕ çуртсем мĕнлереххине, вĕсене хăçан тунине, пайăр сăлтавсене, теори тĕлĕшĕнчен çавнашкал ÿсĕм пырса тивме пултаракан граждансен шутне кăтартакан цифрăсене те палăртнă», - тенĕ ФТС ертÿçи.

 

Чăваш Республикинче граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тÿлев виçи кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăтамран 6,9: пысăкланассине çирĕплетнĕ. ЧР Пуçлăхĕн çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче кăларнă 65-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн граждансен ЖКХ тÿлевĕн улшăнăвĕн чи пысăк индексĕ 40,4-ран пуçласа 223,7: танлашĕ. Коммуналлă тÿлевсен виçисем улшăннине сăлтавламалли мĕн пур процедурăна вăхăтра тата уççăн ирттернĕ.

 

Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен 96,8: тĕлĕшпе тÿлев улшăнăвĕн индексĕ республика валли çирĕплетнĕ индекс «картинче» юлĕ. Ăшă энергийĕпе усă курмалли çĕнĕ нормативсене çирĕплетнĕ май 1999 çулччен тунă 1 тата 2 хутлă нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан граждансемшĕн ăшăшăн тÿлемелли виçе пысăкланĕ. ЧР Правительстви граждансен çак категорине ЖКХ тÿлевĕсем тĕлĕшпе ятран хушма социаллă пулăшу кÿрĕ. 2014 çул валли Чăваш Ен бюджетĕнче çак тĕллевпе граждансене субсиди тÿлемешкĕн 261 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.