Çын – хăйĕн пурнăçĕн ÿнерçи

2 Пуш, 2017

Питĕ лайăх пĕлекен, куç умĕнче çитĕннĕ, пурнăçăмра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан çынран интервью илесси ансатах мар: калаçăва еплерех пуçарасси, хăш пахалăха — мала, хăшне хыçа хăварасси пирки пуçа çĕмĕретĕн. Хальхинче вулакана тăван аппан Раиса Сарпи сăвăçăн хĕрĕпе, хамăн хĕресне хĕрĕмпе, паллаштарма шухăшларăм. Мĕнех, «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче — Раççейри Художниксен пултарулăх союзĕн, ЮНЕСКО çумĕнчи Пĕтĕм тĕнчери художниксен федерацийĕн членĕ Илемпи Бородкина.

Кукашшĕ хавхалантарнă

— Аннÿ сана калама çук хитре ят — Илемпи — панă. Ăна эсĕ еплерех хаклатăн?

— Пытармастăп: хамăн ята çав тери юрататăп. Чăнах та, вăл мана питĕ-питĕ килĕшет, «илемлĕ пике» тенине пĕлтерет. Ятăм кун-çулăма йĕркелесе пырать. Пĕрремĕшĕнчен, халăхра сайра тĕл пулнăран ыттисенчен уйрăлса тăрать, хама эпĕ мăнаçлăрах, çĕкленÿллĕрех туятăп. Иккĕмĕшĕнчен, тăван халăхăн чăн чăвашла ятне хуни мана çĕр çине чăваш пулса килнĕ мăн-мăн асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен сумне малалла чыслăн çĕклеме хистет.

— Чăваш халăхне еплерех йышăнатăн?

— Эпĕ — унăн пĕр пайĕ. Тăван халăхăн культурипе йăли-йĕркине хамăн пултарулăх витĕр пир çинче сăнарлатăп. Уйрăмах сапăр та пуян чăваш çи-пуçĕллĕ, капăр эрешлĕ хĕрарăма ÿкерме кăмăллатăп. Çавăн пекех алла киçтĕк тытса чăваш тĕррине тăрăшсах ÿкеретĕп.

— Сана чăваш хĕрарăмĕнче хăш енсем ытларах килĕшеççĕ? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.