Çÿп-çап пуçтар та ăмăртăва тух

26 Ака, 2019

Ĕнер Шупашкарти Гузовский вăрманĕнчи экстремаллă спорт тĕсĕсен «Простопарк» центрĕнче «Раççей ачисем» оперативлă профилактика операцийĕпе килĕшÿллĕн «Ахаль кун» спортпа профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен управленийĕ ирттерчĕ. Пулăшаканĕсем — экстремаллă спорт тĕсĕсен «Простопарк» центрĕ тата «Асамлăх пул» ыркăмăллăх фончĕ.
«Раççей ачисем — 2019» акцин 1-мĕш тапхăрĕ пынă май Шупашкарти Гузовский паркне Ача-пăча полици академийĕн, 18-мĕш шкулăн тата Мускав район администрацийĕн çамрăксен правительствин командисем пуçтарăнчĕç. Вĕсен умĕнче сумлă хăнасем /Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен управленийĕн ертÿçин заместителĕ, полици полковникĕ Сергей Скворцов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Елена Романова, Лидия Григорьева нарколог тухтăр, Мускав районĕн ДОСААФ вырăнти уйрăмĕн председателĕ Андрей Кузьмин, Мускав районĕн спорт комитечĕн председателĕЮрий Васильев, Экстремаллă спорт тĕсĕсен центрĕн директорĕ Никита Бибиков/ сăмах илчĕç.
Ăмăрту йĕрки çапларах: лазертаг, вĕрен тăрăх çÿресси, канат туртасси. Чи кăсăкли тата пĕлтерĕшли, вăйăсем пуçланас умĕн ачасем çав вырăна çÿп-çапран тасатрĕç.
Акă ачасем пуçĕсене ялтăртатса тăракан çутăсемлĕ кăшăл тăхăчĕç те алла пăшал тытса «вăрçă хирне» ыткăнчĕç. Хÿтĕлев вырăнĕнчен хушăкран тăшмана асăрхаса тĕл лектересси, вырăнтан вырăна хăвăрт чупса çÿресси, «чĕрĕ» юласси — акă мĕнпе тыткăнлать ачасене лазертаг.
— «Голодные игры» фильм курнă-и? Кунта та çавăн пекех, — шÿтлерĕç аслисем.
— Юлташсем çак мероприятие хутшăнма чĕнсен эпĕ те хаваспах килĕшрĕм. Эпир кунта хĕлле те çÿреттĕмĕр. Çавăнпа лазертаг пирĕншĕн ют пулмарĕ, пĕлтерчĕ вăйă хыççăнхи шухăшĕсене Шупашкарти 18-мĕш шкулта вĕренекен Ваня Иванов.
Çакнашкал хăнăхусем салтакра кирлĕ пуласса палăртрĕ унăн юлташĕ Никита Степанов.
Ача-пăча полици академийĕн 1-мĕш курсĕнче вĕренекен Катя Филипповăпа Настя Григорьева тытăçу ушкăнне çÿреççĕ, çавăнпа вĕсем те çак мероприятирен юлман. 18-мĕш шкулăн командине ача çитменнипе Настьăна унта куçарнăччĕ. Хĕрача çĕнĕ йышри тантăшĕсемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупнă, апла пулин те çакă унпа пĕрле вĕренекенсене те унран сивĕтмен.
— Ку вăйă çеç вĕт-ха, уншăнах хирĕçме кирлĕ мар. Чи кирли, вăхăта пĕрле хаваслă ирттермелле, — терĕ вăл.
Лазертаг — кăсăклă вăйă. Вăл пулас салтаксене хатĕрлет терĕмĕр-ха. Анчах хĕрачасене те питĕ килĕшет.
— Тăшмана пуçран персе лектермеллеччĕ. Ятарлă кăшăл чĕтренсе сасă кăларни кăштах вĕчĕрхентерчĕ, — йăл кулчĕ Катя Филиппова.
Хĕрачасем иккĕшĕ те полици ĕçченĕ пулма ĕмĕтленеççĕ.
Тупăшу çăмăллăн иртмерĕ. 1-мĕш вырăна Ача-пăча полици академийĕ çĕнсе илчĕ, 2-мĕш вырăнта — 18-мĕш шкул, 3-мĕшĕнче — Шупашкарти Мускав район администрацийĕн çамрăксен правительстви. Çĕнтерÿçĕсем медальлĕ тата кубоклă пулчĕç. Хутшăнакансем пурте футбол мечĕкне тата Мускав районĕн ДОСААФ уйрăмĕн автошкулне çÿреме 2 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕç. 

www.hypar.ru

Комментари хушас