«Çырусем. Шăпасем» рубрикăра – «Юратупа наркăмăш»

27 Пуш, 2018

Паян «Чăваш Ен» ПТРК ĕçченĕ Ирина Паргеева «Ăраскал» кăларăмри «Çырусем. Шăпасем» рубрика валли материал хатĕрлеме «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцине çитрĕ.

Эрнекун, пушăн 30-мĕшĕнче, эфира тухакан кăларăмра «Юратупа наркăмăш» страницăра кун çути курнă «Харăс ватăлтăмăр: эсĕ – иртĕхнипе, эпĕ – йывăрлăха пула» («Çамрăксен хаçачĕ», 11№) çырупа паллаштарĕç. Çавăн пекех редакци ĕçченĕсемпе вулаканĕсем хăйсен шухăшне палăртĕç. Хисеплĕ радиоитлекенсем, приемника 18 сехет те 27 минутра яма ан манăр. Ларисăн шăпи кăсăклантарчĕ пулсан хаçат е радио редакцийĕсене çыру вĕçтерĕр.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас