«Десантура»: пирĕнсĕр - никам та!

5 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Сывлăш десант çарĕсен кунне халалланă савăнăçлă уява хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх - Раççей десантникĕсем яланах паттăрлăхпа палăрса тăнă, Тăван çĕр-шыва парăннă, тивĕçе чыслăн пурнăçланă. "Сирĕн çине, Конституци стройне хÿтĕленĕ, мирлĕ тĕллевлĕ операцисене пурнăçланă хăюллă салтаксем çине, паян çамрăксем пăхаççĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев. Ветеран-десантниксене вăл çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма хăнăхтарса ÿстерес енĕпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин патшалăхра ăслă политика тытса пынине палăртнă, çавна май паян республикăра обществăпа политикăри лару-тăру та йĕркеллĕ.

Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне, Регионсен хушшинчи "Десантниксен союзĕ" общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Канашĕн председательне Игорь Кашаева, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне, Регионсен хушшинчи "Десантниксен союзĕ" общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Канашĕн правленийĕн членне, çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма хăнăхтарса ÿстерекен проектсен ертÿçине Юрий Григорьева тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне, Регионсен хушшинчи "Десантниксен канашĕ" общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Канашĕн правленийĕн членне, пуç хунă салтаксене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнмалли çул-йĕр ертÿçине Евгений Васильева Чăваш символикиллĕ сехет панă.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.