Диплом — алăра... ăçта ĕçе вырнаçмалла?

15 Утă, 2019

Çак тунтикун çамрăксен черетлĕ ушкăнĕ — Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем — вĕренÿпе сыв пуллашса пурнăçăн анлă çулĕ тăчĕ. Вĕсенчен 18-ĕшне уйрăммăн палăртса чысларĕç, диплом тыттарнă май вĕрентÿ учрежденийĕн паллине парнелерĕç. Вĕсем — вĕренÿре чи малта пынисем, хĕрлĕ диплома тивĕçнисем.

Çамрăк специалистсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, асăннă вĕрентÿ çурчĕн ректорĕ Александр Агафонов, ЧР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алевтина Федорова салам сăмахĕсемпе хавхалантарса малашне ăнăçу тата специальноçпе ĕçе вырнаçмашкăн сунчĕç. Ку кăна та мар. Ĕнерхи студентсене саламламашкăн Мускав делегацийĕ те çитнĕ. Çав йышра — политехника университечĕн ректорĕ Владимир Миклушевский те. «Эпир сирĕнпе сыв пуллашмастпăр. Пирĕн алăксем сирĕн валли яланах уçă. Мĕншĕн тесен этемĕн пурнăç тăршшĕпе вĕренмелле», — палăртрĕ вăл.

Мускав политехника университечĕн ертÿçин Чăваш Ене çитмешкĕн тепĕр сăлтав та пулнă: «çавра сĕтел». Вăл «Экономикăна пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтересси» темăпа иртрĕ пулин те унта ĕç вырăнĕсемпе çыхăннă ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Çавăнпах тĕлпулăва асăннă вĕрентÿ

заведенийĕн ĕçлĕ партнерĕсем, республикăри предприятисен ертÿçисемпе представителĕсем, хутшăнчĕç. Палăртмалла: Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем вунă тытăмра вăй хумашкăн специальноç илеççĕ. Çамрăк машиностроительсемпе юристсене, информатиксемпе строительсене ытларах мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ? Институт дипломне илнисем республикăри предприятисенче йышлăн тăрăшаççĕ-и? «Çавра сĕтелре» çакăн йышши сахал мар ыйтăва çĕклерĕç. Вĕсен хуравне тата тĕлпулу пирки тĕплĕнрех «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче вуласа пĕлме май пулĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас