"Дорэкс" ĕçченĕсем уява пухăнчĕç

21 Авăн, 2018

"Дорэкс" - республикăри çул-йĕре тытса тăрас енĕпе ĕçлекен чи пысăк предприятисенчен пĕри. Кăçал организаци йĕркеленнĕренпе 50 çул çитрĕ. Паян "Дорэкс" ĕçченĕсем уява пухăнчĕç.

Юбилейпе вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. "Сирĕн ĕçĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эсир хăвăр ĕçĕре тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр: хула урамĕсем ялан таса, çулсем такăр. Сирĕн ĕçĕрпе çынсем те кăмăллă. Кăçал эсир кадет паркне хăтлăлатас тĕлĕшпе пуçаруллăн тăрăшрăр", - терĕ вăл.

Предприяти ĕçченĕсене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Маклыгин, ГИБДД пуçлăхĕ Вячеслав Романов тата ыттисем саламларĕç.

"Дорэкс" директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Никитин каланă тăрăх - предприятире 376 çын ĕçлет. "Пирĕн патра опытлă специалистсем вăй хураççĕ, нумай çул ĕçлекенсем çамрăксене вĕрентсе пулăшса пыраççĕ", - терĕ пуçлăх. Акă Сергей Пузарин кунта 33 çул каяллах килнĕ. Пăрачкав çынни малтан çул-йĕр тасатакан тракторпа кашни ир çул çине тухнă, юлашки çулсенче вăл слесарьте тăрăшать. Ленин районĕнчи производство участокĕн пуçлăхĕ Юрий Николаев предприятире 1978 çултанпа ĕçлет. Вăл ертсе пыракан коллективра 70 çын. Вĕсем урамсемпе картишсене тирпейлеççĕ, çÿп-çап пуçтараççĕ, автобус чарăнăвĕсене хăтлăлатаççĕ. "Унччен хамăр ĕçе пĕтĕмпех алăпа тунă. Хĕлле пăрлак çулсене тăварпа кăна сапаттăмăр. Халĕ çĕнĕ технологисемпе усă куратпăр. Вĕсем пирĕн ĕçе самай çăмăллатаççĕ", - терĕ ĕç ветеранĕ.
 

www.hypar.ru

Комментари хушас