Экономикăна тĕпченĕ ăсчаха сума суса асăну хăми уçрĕç

15 Чÿк, 2019

Шупашкарти Афанасьев урамĕнче экономика наукисен докторне Станислав Малютин профессора сума суса Асăну хăми уçрĕç.
Кунти 9-мĕш çурт пуçне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем, АПК ветеранĕсем, тĕпчевçĕпе пĕрле Чăваш патшалăх ял хуçалăх тата наука-тĕпчев институчĕсенче ĕçленисем, çывăх тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Хисеплев пухăвне АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Петр Ивантаев йĕркелерĕ.
— 1960-1989 çулсенче ял хуçалăх институтĕнче аслă преподавательте, доцентра, кафедра заведующийĕнче, вĕрентÿ енĕпе проректорта тăрăшнă С.Р.Малютин туса хăварнă ĕçсене пысăка хурса Асăну хăми уçатпăр, — терĕ. — Вăл АПК валли специалистсем вĕрентсе хатĕрлес ĕçе тата наукăна пысăк тÿпе хывнă.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов С.Р.Малютинпа пĕрле ĕçленĕ тапхăра ăшшăн аса илчĕ:
— Пирĕн комсомол организацийĕ Чăваш АССР Министрсен Советĕнчен 1989 çулта чĕлхен, литературăн, историн тата экономикăн наука-тĕпчев институчĕн директорне суйламашкăн харăсах темиçе кандидат тăраттарма ыйтрĕ. Ирĕк пачĕç. Темиçе çынран коллектива ертсе пыма Станислав Романовича суйларăмăр. Вăл 1989-1996 çулсенче директор пулчĕ, кунта ĕçлекен тĕпчевçĕсене ăслăлăх ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме май пачĕ. Унăн пĕрремĕш специальноçĕ — истори учителĕ. Чăваш халăх историйĕпе çыхăннă тĕпчев сахал мар çырса пичетлерĕ. Республикăн Наукăпа ÿнерĕн наци академине йĕркелеме пуçару тăвакансенчен пĕри.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Андрей Макушев С.Малютин çĕрĕн сутлăх хакĕпе, унран налук тытассипе, ăна сутассипе çыхăннă ыйтусемпе наука ĕçĕсем çырнине, 1990 çулсенче вĕсене рынок экономикин хутшăнăвĕсемпе никĕсленине палăртрĕ.
С.Малютин ĕç-хĕлĕ çинчен ыттисем те ырă сăмах чылай каларĕç. Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.С. ЕГОРОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: 

Комментари хушас