Экскурси хатĕрлесе çĕнтернĕ

13 Пуш, 2020

Пĕтĕм Раççейри «Манăн музей» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ăмăртăва Пĕтĕм Раççейри электрон публикацисен проекчĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Çĕршыв шайĕнчи конкурсра Чăваш наци музейĕн филиалĕ — Çеçпĕл Мишши музейĕ палăрнă. «Юрату тата Шанчăк» çуран курса çÿремелли экскурси 3 степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Шупашкар — илемлĕ хула. Экскурсие Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçи Антонина Андреева хатĕрленĕ. Муршрут Петрпа Феврони çветтуйсен палăкĕ умĕнче пуçланать те Юрату сăмсахĕ патне çитерет.

Конкурса хутшăнакансене сертификатсемпе хавхалантарнă. Çĕнтерÿçĕсен Пĕтĕм тĕнчери «Научная среда» журналта тÿлевсĕр пичетленме май пур.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас