«Элара» завод 50 çул тултарнине уявларĕç

11 Нарăс, 2020

Тĕп хулари «Шупашкар—Арена» пăр керменте çакăн чухлĕ халăх пухăнни сайра пулать пуль. Паян кунта «Г.А. Ильенко ячĕллĕ «Элара» НПК» АО ĕçченĕсем хăйсен предприятине туса хунăранпа 50 çул çитнине уявларĕç.

Завод гендиректорĕ А.Углов палăртнă тăрăх, паян предприятире 4 пине яхăн çын ĕçлет. Вĕсене саламланă май ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев «Элара» республика экономикин локомотивĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ, завод коллективне умри кăткăс тĕллевсене пурнăçлама хатĕр пулнăшăн тав турĕ.

РФ промышленноç министрĕн заместителĕ М.Иванов завод çĕршывăн приборсем тăвакан отраслĕн лидерĕ пулнине çирĕплетрĕ, предприяти ĕçченĕсене пысăк проектсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ. Пухăннисене çавăн пекех юбилей ячĕпе РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ А.Аксаков, ыттисем саламларĕç, аталану çулĕпе малашне те хастар утма сунчĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас