Элĕкри ватăсене мĕншĕн урăх района куçарнă?

5 Нарăс, 2018

Элĕкри Ваттисен çуртне хупаççĕ. 16 çынна — 10 кинемейпе 6 мучие — урама кăларса тăратаççĕ. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши вĕсем? Тивĕçлĕ канурисем çак çурта хăйсен килĕ пекех шутлаççĕ. Хăй вăхăтĕнче ун таврашĕнчи çĕр лаптăкĕнче те вăй çитнĕ таран ĕçленĕ. Элĕк салинче тус-юлташĕпе тĕл пулса чун каниччен калаçни мĕне тăрать тата.

Çурта хупма тĕллев тытнине пушар хăрушлăхĕпе çыхăнтараççĕ. Элĕк районĕнче кăна мар, ытти çĕрте те халăх йывăç пÿртре пурăнать-çке. Пирĕн тăрăхра ватăсене шеллесе калаçаççĕ.

Ваттисен çуртĕнче вăй хуракан социаллă 5 ĕçчен çакăнта пурăнакансем валли тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшнă. Вĕсем хăйсен вăйĕпех çулсерен юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Пĕлтĕр çуртра ăшă туалетпа ваннăй хута янă. Кăçал коридор сăрланă, пÿлĕмсенче обой улăштарнă.

Элĕкри ватăсен çуртне хупас ыйту ĕнер-паян çуралман. Эпĕ такама айăплас, хурлас тĕллевпе çырмастăп çак йĕркесене. Манăн тата ялти халăхăн çак ыйтăва татса парас, Ваттисен çуртне çĕнĕ çĕре куçарас килет. Паянхи кун районти Ехремкасси, Кĕçĕн Тăван, Вырăс Сурăм, Йăлкăш вăтам шкулĕсем пулнă çуртсем ахалех лараççĕ. Йăлкăшри вара çул хĕрринчех вырнаçнă, унпа юнашарах — медицина пункчĕ, ача сачĕ.

Вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăха тÿссе ирттернĕ, çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн ĕçленĕ ватăсене урама кăларса тăратас марччĕ. Вĕсем Элĕк тăрăхĕнчех канлĕ пурăннине курас килет.

АПК ветеранĕсен союзĕн членĕ Н. СЕМЕНОВ, Элĕк сали.

Элĕкри халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрăн ертÿçине Марина Ивановăна лару-тăрăва уçăмлатма ыйтрăмăр. Вăл çакнашкал хурав пачĕ.

«Элĕкри ватăсемпе сусăрсен стационар уйрăмĕ /15 вырăнлăх/ — пĕр хутлă каркаслă çурт. Ăна 1997 çулта хăпартнă. <...> Çурта вут-çулăм тухас хăрушлăх тĕлĕшпе 5 степень ушкăнрисен йышне кĕртнĕ. Апла тăк кунта çынсен талăкĕпех пурăнма юрамасть.

«Чăваш Енре социаллă тытăмра тухăçлă тата пахалăхлă пулăшу парассине ÿстересси /2013-2018/» мероприятисен планне республика Пуçлăхĕ 2013 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче йышăннă. Унта пушар тухас хăрушлăх енĕпе 4 тата 5 степень ушкăнри çуртсемпе çыхăннă ĕç-пуç тавра уçăмлă çырнă. Çакăнта Элĕкри уйрăма та кĕртнĕ. Çакна шута илсе 2017 çулхи раштав уйăхĕнчен Элĕкри Ваттисемпе сусăрсен çурчĕ ĕçлемест.

Хушса çырни. Çĕнĕ çурт çĕклесси пирки ыйту çуралман, мĕншĕн тесен ваттисемпе сусăрсене интерната тата стационар учрежденине вырнаçтармашкăн республикăра черет çук.

Çакăнта хăтлăх тупнисене урăх çĕре куçарас ыйтăва пĕр кунра татса паман /никам та çăмăл çул шыраман, уйрăма хупса çынсене урама тăратса хăварас тĕллев тытман паллах/. Учреждени район администрацине урăх çурт тупса пама пулăшмашкăн пĕрре мар ыйтнă. Шел те, пурăнма юрăхли тупăнмарĕ /Вырăс Сурăм вăтам шкулĕ пулнă çурта пăхма сĕннĕччĕ. Вăл 2007 çулта хупăннă. Ăна çĕнĕрен хута яма тăкаклă. Унта 15 вырăнлăх уйрăм уçни вырнаçуллах мар/. Çавна май пуçлăхсем аслă ÿсĕмри çынсене республикăн кÿршĕ районĕсенчи çакăн йышши уйрăмсене куçарма йышăннă.

Урăх çĕре куçарасси пирки кашнинех пĕлтернĕ. Вĕсен кăмăлне шута илнĕ. Тулли верси...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.