Электрон верси хатĕр

1 Юпа, 2014

Чăваш кĕнеке издательстви «Астăвăм» кĕнекен электрон варианчĕсене хăйĕн сайтне вырнаçтарса пĕтерчĕ.

Çапла вара Чăваш Енре пурăнакансем те, республика тулашĕнче тĕпленнĕ ентешсем те ÿлĕмрен www.chuvbook.ru сайтра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсем пирки информаци тупма пултараççĕ. Тĕп страницăра «АСТĂВĂМ-ПАМЯТЬ. Кăларăмсен электрон варианчĕсем» баннер уçнă. Унта кирлине тупса пăхма, пичетлесе илме пулать.

«Астăвăм» кĕнеке - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Чăваш Ен çыннисем çинчен хатĕрленĕ историпе ас тăвăм кăларăмĕ. Унпа 1989 çулта КПСС Чăваш обкомĕн тата ЧАССР Министрсен Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме пуçланă.

Кĕнеке икĕ пайпа тухнă. Пĕрремĕшĕ 6 томран /1995-2000/ тăрать. Унта çапăçусенче пуç хунă, госпитальсенче, концлагерьсенче вилнĕ, хыпарсăр çухалнă салтаксен хушамачĕсене кĕртнĕ. 1945 çулта Япони вăрçинче тата Чăваш Енре вырнаçнă эвакогоспитальсенче вилнисем çинчен уйрăм пайра çырса кăтартнă. Афганистанра, Чечняра, хĕрÿ ытти вырăнта пуç хунисен ячĕсем те пур. Кĕнекене 100 пин ытла çын хушамачĕ кĕнĕ. 5 томран тăракан пайра /2003-2007/ фронтран таврăннă 100 пин ытла çын çинчен çырса кăтартнă. Очерксемпе статьясене районсемпе ялсем тăрăх пайласа вырнаçтарнă.

Кăларăмăн тĕп редакторĕ Н.Пыркин палăртнă тăрăх - «Астăвăм» кĕнекине хальхи тата пулас ăру валли хатĕрленĕ, вĕсем мире хÿтĕлесе тăшманпа çапăçнă, пуç хунă паттăрсене ĕмĕр асра тытчăр тесе тăрăшнă.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.