Ĕмĕтлисем

11 Çĕртме, 2014

 Вăрнарти 2-мĕш шкул вĕренекенĕсем пур çĕрте те хастар. Вĕсем вĕренÿ çулĕнче кăна мар, халь те, çуллахи каникулта, хăйсене пур енлĕн кăтартма тăрăшаççĕ. Спорта юратакансем пĕр ушкăна пуçтарăнса сывлăхне çирĕп-летеççĕ. Хăйсемех ăмăртусем йĕркелесе пĕр-пĕринпе тупăшаççĕ. Футболла, волейболла, баскетболла выляççĕ. Çăмăл атлетикăра та вăй виçеççĕ.

 Сывлăх чи хаклă пурлăх пулнине пĕлетпĕр эпир. Çавăнпа та куллен хускану тумалла. Ял ачи, паллах, çу кунĕсенче кунĕпе телевизор е компьютер умĕнче лараймасть. Вăхăта вĕсен умĕнче ирттерни сиенлĕ пулнине те пĕлеççĕ. Пахчара ĕçлемелли тем чухлех. Çум курăк тасатмалла, йăрансене шăвармалла. Утă çинче те тар тăкса вăй хумалла. Тепĕр тесен _ ĕçрен нихăçан та хăрамастпăр эпир, вăл хăй пирĕнтен шикленсе тăтăр. Каçчен ывăнса çитетпĕр, апла пулин те мечĕк хыççăн ăмăртмалла чупатпăр, _ теççĕ харсăрсем _ Анастасия Ермошкина, Михаил Самаров, Алексей Андреев тата Евгений Кондратьев.

Çамрăксем час-час пĕрле пуçтарăнса вĕренÿ çулĕнчи асра юлнă самантсене аса илме юратаççĕ. Çу уйăхĕнче Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕ ирттернĕ çамрăк пожарнăйсен дружинисен республикăри финал ăмăртăвĕ питĕ килĕшрĕ вĕсене.

_ Пĕрремĕш хут пултăмăр асăннă слетра. Мĕн пултарнă таран çитĕнÿ тума ăнтăлтăмăр, анчах ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмарĕ. Çĕнтерÿ картлашки çине хăпарма май килмерĕ. Çитес çул тата хастартарах пулăпăр, халĕ майне-шывне пĕлетпĕр. «Чи çамрăк хутшăнакан» номинацире пирĕн Настя Ермошкина çĕнтерчĕ, грамотăна тивĕçрĕ. Çакă та савăнтарчĕ пире, _ теççĕ хăпартланса хастарсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.