“Ĕне сума пĕлмен хĕре качча илмеççĕ”

29 Чÿк, 2013

Чăваш Республикинче 128 наци çынни тата 8 этнос ушкăнĕ пурăнать. Вĕсен йышĕнче Шупашкара пĕлÿ пухма килнисем пур. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Тува Республикинчи яш-хĕр те вĕренет. Вĕсенчен пĕринпе - Аялга Биче-оолпа - паллашма тÿр килчĕ.

Хĕрĕн Аялга ячĕ тувин чĕлхинчен куçарсан «кĕвĕ» тенине пĕлтерет. Оол аффикса ытларах чухне арçын ячĕ тата хушамат хыççăн лартаççĕ. Историпе филологи факультетне суйланă хĕр халĕ тăваттăмĕш курсра вĕренет. Вăл Тува Республикинчи Мугур-Аксы салинчен. Ăна юнашар юхакан шыв ячĕпе панă.

- Пирĕн сала питĕ пысăк, анчах çанталăк сивĕ тăнăран, вырăнĕ сăртлă пулнăран кунта пурăнакансенчен нихăшĕн те пахча çук. Çулталăкăн чи ăшă уйăхĕнче те - утăра - юр çума пултарать, çапах хăшĕ-пĕри помидор ÿстерме ăсталăх çитерет. Çуртсене ытларах йывăçран хăпартаççĕ, кирпĕчрен сайра хутра çеç. Хамăр тăвансенех юрта пур, ăна çăмпа витеççĕ. Сивĕ çанталăкра юртăна сÿтсе ăшă пÿртсене - кыштагсене - куçаççĕ. Ытларах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăнатпăр. Пирĕн, сăмахран, пилĕк ĕне, пăрусем пур. Вĕренме киличчен эпĕ иккĕшне сăваттăм, аппа - ыттисене. Тувара Чăваш Енре тĕл пулман чĕр чун - як - пур. Вăл ĕне евĕр, ăна сăваççĕ те. Сăртлă сивĕ вырăнсенче пурăннăран унăн çăмĕ питĕ вăрăм. Çавăн пекех пирĕн тăрăхра пăлан, икĕ курпунлă тĕве пур, - каласа пачĕ студентка.

Аялга ашшĕ Сары-оол ĕмĕр тăршшĕпех тухтăрта ĕçленĕ, халĕ - тивĕçлĕ канура. Амăшĕ Зинаида та çав ĕçрех тăрăшнă. Шел те, вăл çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Пиччĕшĕ Аидын стоматологи колледжне, аппăшĕсем Алдынайпа Аяна педагогика университетне пĕтернĕ, Тувара пурăнаççĕ.

- Эпĕ кунта киличчен Чăваш Ен пурри пирки пĕлмен те. Хамăн республикăран аякка кайса вĕренме ĕмĕтленнипех ятарлă шкула çул тытрăм, унта ытти хуларан йыхравсем килнĕччĕ. Çав шкултан тĕллесе янипе ЧППУна вĕренме кĕтĕм. Вырăс чĕлхипе литератури тата культурологи специальноçĕсене вĕренетĕп. Туваран улттăн килтĕмĕр, анчах кунти çанталăка чăтаймасăр иккĕшĕ каялла кайрĕç. Шупашкарти сывлăш нÿрĕ, Тувара вара - типĕ. Эпĕ те çанталăка виçĕ çул хăнăхрăм. Пуçламăш курссенче вĕреннĕ вăхăтра хĕллехи тата çуллахи каникулсене тăван тăрăха çул тытаттăм, халĕ çĕртме уйăхĕнче çеç киле кайса канатăп. Унта çитес тесен манăн çул çинче 5 талăк пулмалла: Шупашкартан - Мускава, унтан вара Абакана, кайран Кызыла каймалла. Унтан тин тăван салана çитсе ÿкме пулать. Чăваш Енре мана питĕ килĕшет, анчах тăвансем аякра пулнипе кичем. Юрать, университетра занятисем вĕçленсен каçалапа воллейболла выляма çÿретĕп. Май пулсан эпĕ алла илнĕ специальноçпа ĕçлеме кунтах юлăп, мĕншĕн тесен Шупашкара питĕ килĕштертĕм. Кунти ĕç укçи Туварипе пĕр пекех, вăтамран 15 пин тенкĕ, - пĕлтерчĕ Аялга.

Тува халăхĕн йăли вырăссенчен ытлах уйрăлса тăмасть иккен, анчах качча каякан хĕрĕн туйра наци тумне тăхăнмалла, уяв сĕтелĕсене урамра хатĕрлеççĕ. Каччăн хĕр илес умĕн калаçма каймалла. Така пусмалла та чи тутлă пайĕсене ашшĕ-амăшне парнемелле, ытти татăкне - тепĕр тăванĕсене. Хĕрĕн качча кайиччен ĕне сума вĕренмелле. Аслисен пĕрлештерессине хирĕç марри пирки уççăн пĕлтермелле. Аялган пиччĕшĕн хĕр илме питĕ аякка - Тувари чи инçетри района Монпун-тайгана - кайма тивнĕ.

- Пичче хĕр калаçма така пусса кайрĕ, эпир те юлмарăмăр, çемйипех çул тытрăмăр унта. Инкен ашшĕпе-амăшĕ ăна качча пама хирĕç пулмарĕç. Халĕ вĕсен икĕ ача, - каласа кăтартрĕ студентка. - Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн патра тусемпе пуш хир çеç. Çамрăксем çуллахи вăхăтра стадиона пухăнса тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Воллейбол турнирĕ, наци кĕрешĕвĕ - хÿреш - йĕркелеççĕ, тĕрлесе илемлетнĕ тум, эрешлĕ пушмак - шудак - тăхăнса ăмăртаççĕ. Спорт вăййисем хыççăн хаваслă концерт пулать. Чи паллă юрăçсем пирĕн - Конгарол, Буен Сеткил, Белла. Наци уйрăмлăхĕ - пыр юрлавĕ, хоомей, пурри. Чылай юрăç игил/моринхур/ музыка инструменчĕпе усă курать. Ташă каçĕсенче те хамăрăн юрăсене янăраттаратпăр эпир. Пирĕн тăрăхра тĕпленнисем буддизм, ламаизм тĕнĕсене пăхăнаççĕ. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн кашни çулах пĕр кун - шага - Çĕнĕ çула уявлатпăр. Вăл нарăс е пуш уйăхĕнче пулать. Ун чухне çĕрĕпех çывăрма юрамасть. Кивĕ япаласене кăларса ывăтатпăр. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр, тĕл пулакана саламласа алă паратпăр. Ку йăлан та вăрттăнлăхĕ пур: аслисен алли - çÿлте, кĕçĕннисен аялта пулмалла. Пĕр-пĕрне какайран тата сĕтрен хатĕрленĕ апат-çимĕçпе хăналатпăр. Лама кĕнекине вуласа çĕрĕпе кĕлĕ тăватпăр. Наци вăййисене вылятпăр. Тĕслĕхрен, арçынсем шăмăсемпе - кашыкла, тимĕр-тăмăр ăшĕнчи çăм япалана - тевеке - тапса выляççĕ.

Аялга педагог специальноçне алла илнĕ май Шупашкарти пĕр шкулта практикăра пулнă, чăваш чĕлхи урокĕнче те ларса курнă. Çав вăхăтра чăваш ачисемех хăйсен чĕлхипе калаçманнине, унран йĕрĕннине, ăна пачах хисеплеменнине асăрханă. «Эсĕ - чăваш, санăн акцент пур», - тесен те ачасем хăйсене вырăс тесе ĕнентернĕ: вĕсем тăван чĕлхерен намăсланаççĕ имĕш. Тува халăхĕ хăйĕн чĕлхипе мухтанать иккен. Хăйсен хушшинче вĕсем вырăсла пачах калаçмаççĕ, чĕлхене ют сăмахсем кĕртмеççĕ, хăйсен пуплевне аталантарма тăрăшаççĕ. Аялга каласа кăтартнă тăрăх - Красноярск тăрăхĕнче пурăнакан аслă ăрури вырăссем тува халăхне юратсах каймаççĕ. Хăй вăхăтĕнче вырăссене Тува çĕрĕсенчен хăваланăшăн халĕ те каçараймаççĕ. Çамрăксен хушшинчи лару-тăру вара урăхла, вĕсем туслă.

- Пирĕн тăрăхран тухнă паллă çын - РФ оборона министрĕ Сергей Шойгу. Вăл пулăшнипе «Субегей» /наци паттăрĕ, Чингис хан вăхăтĕнче пурăннă/ физкультурăпа сывлăх комплексне çĕклерĕç. Манăн шухăшпа - çынна вăл е ку наци пулнине кура хакламалла мар, кашни халăх хăйне евĕр интереслĕ те пуян культурăллă. Çакна хăйне хисеплекен çын кăна ăнланма пултарать, - калаçăва вĕçлерĕ тува хĕрĕ.

Алена ТИМКОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.