Ентешлĕхсен спартакиадин сумĕ çÿллĕ шая çĕкленчĕ

19 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн варринче республикăри районсен ентешлĕхĕсен йăлана кĕнĕ «Туслăх кубокне» çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртусенче хальхинче нихăçанхинчен те нумайрах спортсмен /пурĕ 21 команда/ тупăшрĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕн Л.И.Черкесовăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле зачетра малти виçĕ вырăна йышăнакан командăри атлетсене хавхалантарма 230 пин тенкĕ уйăрнă.

Шупашкар хули 545 çул тултарнине халалланă XXII спартакиадăра чи малтан шывра ишекенсем ăмăртрĕç. Икĕ хĕрпе икĕ арçынран тăракан 2Ç2 эстафетăра пĕрремĕш вырăна Улатăр район ентешлĕхĕн команди тухрĕ. Çак коллектив чысне Алтышево ялĕнчи физкультурăпа сывлăх комплексĕн бассейнĕнче ăсталăха туптанă ишевçĕсем хÿтĕлерĕç. Вĕсене йăлана кĕнĕ спартакиадăна ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И.Григорьев хатĕрленĕ.

Çивĕч кĕрешÿре 2-5-мĕш вырăнсене йышăннă Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Шупашкар тата Красноармейски районĕсен ентешлĕхĕсен ишевçисем лайăх ăмăртнине те палăртма кăмăллă. Юлашки виçĕ вырăна вара Çĕрпÿ, Комсомольски тата Куславкка районĕсен командисем йышăнчĕç.

Волейболистсен çивĕч кĕрешĕвĕ «Спартак» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче пилĕк куна тăсăлчĕ. Малтанхи тĕл пулусенче икшер командăна çĕнтерсе финала пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем - Вăрнарсем тата Муркашсемпе Тăвайсем - тухрĕç. Татăклă тĕл пулура выляма Вăрнарсемпе Тăвайсем тивĕçрĕç. Финалта Вăрнар районĕн ентешлĕхĕн команди Тăвайсене 2:1 шутпа çĕнтерчĕ. Çĕнтерÿçĕ-командăри волейболистсене мала тухма ăнтăлма район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев, хăй вăхăтĕнче Вăрнар районĕнче ĕçлесе ырă ят-сум çĕнсе илнĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов хавхалантарчĕç.

Вăрнарсен командин чысне Вадим Кириллов /Пăртас ялĕнчен/, Алексей Федоров /Уйкас Кипек/, Артем Степанов /Çĕрпел/, Вячеслав Данилов /Çавалкасси/ тата Александр Ласкеев /Хурăн Кăкшăм/ уйрăмах лайăх хÿтĕлерĕç. Çĕнтерÿçĕ командăна яваплă ăмăртусене сумлă ĕçпе спорт ветеранĕсем Геннадий Егоровпа Борис Макаров хатĕрленĕ.

2010 çулччен мини-футбол турнирне вун икĕ командăран ытла хутшăнман. Республика тĕп хулин 545 çулхи юбилейне халалланă спартакиадăра вара хăйсен ăсталăхне кашни районăн ентешлĕхĕн футболисчĕсем кăтартрĕç. Çакăн пек ырă тĕслĕхе Чăваш Ен чемпионачĕсенче те кураймăн. Малтанхи тĕл пулусенче малти вырăнсене йышăнса спартакиадăн юлашки икĕ кунĕнче Вăрмарсем, Етĕрнесем, Елчĕксем, Канашсем тата Патăрьелсем тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешÿре Юхма ен футболисчĕсем пĕр очко та илеймерĕç, пиллĕкмĕш вырăна юлчĕç. 3-4-мĕш вырăнсемшĕн тупăшнă Елчĕк тата Канаш ен ентешлĕхĕсен хушшинчи матч чи кăсăклисен шутне кĕрсе юлчĕ. Елчĕксем Канашсене 6:1 /!/ шутпа çĕнтерсе бронза медале тивĕçрĕç. «Елчĕк ен» командăшăн пуринчен те ăнăçлăрах Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти «Лидер» строительство компанийĕн ертÿçи, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе тата регбол енĕпе Раççей спорт мастерĕ Александр Лапшин вылярĕ. Вăл Канашсен хапхине икĕ мечĕк тапса кĕртрĕ. Çĕр-шывĕпе паллă атлет тăрăшнипе «Елчĕк ен» команда вĕрен туртассипе те виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Шупашкар районĕн команди вĕрен туртассипе кăна пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ытти енпе халăх шучĕпе пĕрремĕш вырăнта шутланакан район 4-8-мĕш вырăнсене кăна йышăнчĕ. Апла пулин те комплекслă зачетра пуринчен те сахал очко пухса пуçласа «Туслăх кубокне» тата спартакиадăна хутшăннă чи вăйлă атлетсене хавхалантарма уйăрнă 100000 тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ.

«Елчĕк ен» командăн пĕтĕмпе - 19, Канаш районĕн ентешлĕхĕн 20 очко. Çапла майпа Елчĕксемпе Канашсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Шупашкар 545 çул тултарнине халалласа ирттернĕ спартакиадăна савăнăçлă самантра хупнă чухне спортсменсене уяв ячĕпе Л.Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, Чăваш наци конгресĕн ертÿçи, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Н.Угаслов тата ыттисем ăшшăн саламларĕç.

Петр СИДОРОВ,

Шупашкар хула администрацийĕн сайтĕнчен илнĕ сăн ÿкерчĕксем

Рубрика: