Ентешсен çитĕнĕвĕсем савăнăç кÿреççĕ

19 Ака, 2014
Малта - Вера Стеклова.

Кăçал пирĕн республикăн чи вăйлă спортсменĕсем Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерме пуçланăранпа 60 çул çитет. Пирвайхи чи çутă çăлтăр, паллах, кĕске дистанцисене чупассипе 1954 çулхи Европа чемпионĕ, XVI Олимп вăййисен виççĕмĕш призерĕ, Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ардалион Игнатьев.

XX ĕмĕр варринчен пирĕн ентешсене тĕнчере мар, Совет Союзĕнче те пĕлсех кайман. 1952 çулччен Чăваш республикинче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă икĕ çын кăна пурăннă: Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавателĕ Мария Гущина тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Чăваш ял хуçалăх институчĕ хыççăн Вăрнар районĕнчи машинăпа трактор станцийĕнче ĕçленĕ Геннадий Иванов. Вĕсем иккĕшĕ те 65-75 çул каялла йĕлтĕрçĕсен СССР чемпионачĕсенче темиçе хутчен малти вырăнсене йышăннă. Етĕрнере ÿссе çитĕннĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ М.Гущина çавăн пекех çăмăл атлетикăра та пысăк çитĕнÿсем тунă, вăтам тата инçе дистанцисенче республика рекорчĕсене çĕнетнĕ, кросс енĕпе ирттернĕ РСФСР чемпионачĕсенче малти вырăнсем йышăннă, икĕ хутчен СССР спорчĕн мастерĕ пулса тăнă.

1951 çулта Нальчикра Раççей Федерацийĕн ял спортсменĕсен çуллахи I Спартакиади иртнĕ. Пирĕн республикăн пĕрлештернĕ команди унта вышкайсăр пысăк çитĕнÿ тунă - комплекслă зачетра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çăмăл атлетсенчен тĕрлĕ дистанцире чупса ăмăртса тата эстафета çивĕч кĕрешĕвĕнче Спартакиада чемпионĕ ятне пулас олимпиец Ардалион Игнатьев, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Георгий Яшмейкин, Шупашкар районĕнчи Ишек вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, вăрçă ветеранĕ Сергей Скворцов, Патăрьел районĕнчи тутар каччисем - Рассих Бикчуринпа Расих Камалетдинов тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин чи пултаруллă хăш-пĕр çăмăл атлетне Раççейре Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçичченех пĕлнĕ-ха. Уйрăм йĕлтĕрçĕсемпе ишевçĕсем Атăл тăрăхĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. Велосипедистсем вара иртнĕ ĕмĕр варриччен нимĕнле чемпионатра та палăрман. 1968 çултан пуçласа вара Олимп вăййисенче кăна чăваш пилĕк спортсменĕ ăмăртнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн студенчĕ Валерий Ярды тата Патăрьел районĕнчи Ирина Калентьева-Ягупова вĕсенче ылтăн тата бронза медаль çĕнсе илнĕ. Валерий Николаевичпа Ирина Николаевнăсăр пуçне юлашки вăтăр çулта 20 велосипедист ытла СССР, Раççей чемпионачĕсенче, Етĕрне районĕнчи Вениамин Григорьевпа Канашри Ксения Кириллова студентсен пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ. Çапла майпа çăмăл атлетсем хыççăн велосипедистсем республикăри пысăк спорт аталанăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ.

Велосипедистсенчен Чăваш Ен пирвайхи чĕкеçĕ, паллах, Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ, çак районти Анат Туçари шкулта чĕрĕк ĕмĕр ытла пуçламăш классен учителĕнче ĕçленĕ В.Стеклова. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Кабардин-Балкарта 1951 çулта иртнĕ Раççей Федерацийĕн ял спортсменĕсен I Спартакиадин чемпионки ятне çĕнсе илнĕ вăл. 1948-1954 çулсенче велосипедпа чупассипе кăна мар, çăмăл атлетикăн енĕсемпе ăмăртса та вун-вун хут тăван республикăн тата Атăл тăрăхĕн чемпионачĕсенче çĕнтернĕ Вера Порфирьевна çак кунсенче 88 çул тултарчĕ.

Сумлă кукамай тата асанне çуркунне варринчен пуçласа ылтăн кĕркунне вĕçлениччен Патăрьел район администрацийĕн ĕç тăвакан управленийĕн ертÿçинче ĕçлекен Сергей Торговцев çемйипе пĕрле Анат Туçара пурăнать. Сергей Витальевичăн икĕ йĕкĕреш аппăшĕ: Татьяна тата Наталья. Тĕрлĕ çĕрте 35 çул ытла ĕçлесе виçĕм çул иккĕшĕ те тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Шел те, вĕсен юратнă ашшĕ, хăй вăхăтĕнче Ленин орденлă «Гвардеец» колхозăн партком секретарĕнче тата Туçари вăтам шкул директорĕнче вăй хунă Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ В.Торговцев, йывăр чирленĕ хыççăн 1996 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Пуш уйăхĕнче Татьяна Мулюкова-Торговцева патĕнче хăнара пултăмăр: хĕллехи кунсене амăшĕ хĕрĕ патĕнче кĕскетет. Вера Порфирьевнăна çуралнă кунĕпе саламланă май унăн кун-çулĕпе кăсăклантăмăр.

Туçа тăрăхĕнчи атлетсем çинчен 40-45 çул каяллах нумай илтнĕ. Анчах та тĕл пулса калаçма ниепле те май килмест.

Лайăх ас тăватăп: 1969 çулхи çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарти «Энергия» стадионта шкул ачисен хушшинче А.Игнатьев олимпиец парнисене çĕнсе илессишĕн республика шайĕнче ăмăрту ирттернĕччĕ. Çăмăл атлетикăн тăватă енлĕ кĕрешĕвĕнче 15 çултан кĕçĕнрех хĕрсен ушкăнĕнче пуринчен те нумайрах очко пухса Анат Туçари Таня Торговцева çĕнтерчĕ. 1970-80 çулсенче Патăрьел район чысне çивĕч те сатур Таньăпа Наташа Торговцевăсем çăмăл атлетика енĕсемпе кăна мар, волейболла тата лапталла выляса та хÿтĕлетчĕç. Весем шăпах Вера Порфирьевнăн ытарайми хĕрĕсем иккенне никамах та пĕлмен.

Республикăра иртнĕ ĕмĕрте спорт аталанăвĕ çинчен ятарлă кĕнеке çырма пуçларăм. Тĕллеве пурнăçлас тĕлĕшпе 20 çул ытла «Урожай» ФСОн республикăри канашĕн председателĕн çумĕнче ĕçленĕ Р.Камалетдиновпа тĕл пултăм. Расих Ямалетдинович Мускавра 1957 çулта тухнă «Физическая культура и спорт в СССР» хулăн кĕнеке-альбом кăтартрĕ. Унта 50-мĕш çулсенчи Патăрьел районĕнчи паллă спортсменсем çинчен пĕр страница çырнă. Сăн ÿкерчĕкре велосипед кросĕнче ăмăртса Пĕтĕм Раççейри спартакиадинче тата Чăваш АССР чемпионачĕсенче тĕрлĕ медале тивĕçнĕ Вера Стеклова та пур.

- Эпĕ хам пирки питĕ телейлĕ çын тесе шухăшлатăп. Паян эпĕ ачасемпе тата сакăр мăнукпа кăна мар, Пăла тăрăхĕнчен тухнă пултаруллă та маттур спортсменсемпе те мухтанатăп. Эппин, эпир 1950 çулсенче хывса хăварнă спорт никĕсĕ çав-çавах çирĕп. Ентешсен пысăк çитĕнĕвĕсем мана çирĕп сывлăх, телей тата савăнăç парнелеççĕ, - терĕ техĕмлĕ чей ĕçнĕ май Вера Стеклова.

 

Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.