Эстафетăра мала тухассишĕн тупăшрĕç

20 Нарăс, 2020

Муркаш районĕнчи Калайкасси ялĕнче çулсеренех Юрий Федотова асăнса йĕлтĕрçĕсен эстафети ирттереççĕ.

Юрий Федотов Сыпайкассинче çуралса ÿснĕ, Калайкасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Ачаран спортпа туслă пулнă, уйрăмах йĕлтĕрпе чупма юратнă. Чăваш Ен чемпионатĕнче çĕнтерÿçĕн ятне тивĕçнĕ. Шел те, инкеке пула 20 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă. Ăна асăнса шкул учителĕсемпе вĕренекенсем, унăн пиччĕшĕсемпе шăллĕсем 18 çул каялла ăмăрту пуçарса янă.

— Вăл питĕ пуçаруллăччĕ, хастарччĕ. Шкулта аван вĕренетчĕ. Спорта питĕ юрататчĕ, яланах тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнатчĕ. Шкулта чухнех ăна республикăн пĕрлештернĕ командин йышне илнĕ. Вăл ăста спортсмен пулма ĕмĕтленетчĕ, — каласа кăтартрĕ пиччĕшĕ Михаил Федотов.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Александр Федотов, спорт министрĕн заместителĕ Игорь Головин, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Чăваш Енри вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕн заместителĕ Алексей Степанов, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, «Муркашсем» ентешлĕх ертÿçи Владимир Тяпкин ăнăçу сунчĕç. Сăмах май, Владимир Геннадьевич шкулти столовăйра ĕçлекен Надежда Яшковăпа Галина Соловьевăна ентешлĕхĕн хисеп хучĕпе чысларĕ.

— Раççей йĕлтĕрçисем яланах маттур пулнă. Кăçал та пирĕн спортсменсем тĕнчере чи вăйлисем пулнине çирĕплетрĕç. Сирĕн хушăра та Большуновпа Непряева пек маттур йĕлтĕрçĕсем тухасса шанса тăратăп, — терĕ Александр Иванович.

Ăмăртăва 9 районпа хуларан килнĕ йĕлтĕрçĕсем хутшăнчĕç. Чи малтан старта шкул ачисем тухрĕç. Аслисен ушкăнĕнче Шупашкарти 61-мĕш шкул команди маттур пулчĕ. Команда капитанĕ Савелий Порфирьев каланă тăрăх, шкулта вĕренекенсем спортпа питĕ туслă, тĕрлĕ секцире ăсталăха аталантараççĕ. Савелий Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн биатлон уйрăмне çÿрет, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Геральд Салдимиров пулăшса пынипе республикăри ăмăртусенче çитĕнÿсем тăвать.

Муркаш тăрăхĕнче Калайкасси йĕлтĕрçисене çитекенни çукпа пĕрех. Вĕсене шкул учителĕ Виталий Моисеевпа унăн ывăлĕ Алексей хатĕрлеççĕ. Вĕсеме тăрăшнипех вĕренÿ учрежденийĕнче йĕлтĕрçĕсен уйрăмĕ уçăлнă. Унта 60 яхăн ача ăсталăха аталантарать. Шкул ачисем хыççăн учительсем вăй виçрĕç. Тĕрлĕ районтан килнĕ командăсен хушшинче Канаш районĕн команди иртнĕ çул та пĕрремĕш пулнă, кăçал та малтисен ретне тухма пултарчĕç.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас