Эстрадăри лару-тăрăва ĕçтешĕмĕр Олег Прокопьевпа сÿтсе явĕ

21 Пуш, 2018

"Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Измана Олег Прокопьев журналист Чăваш наци радиовĕн "7 юрă" кăларăмне чĕннĕ. Вăл ыран, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 20.00 сехетре тÿрĕ эфира тухĕ.

Алина Изман суйланă юрăсене сÿтсе явнине, чăваш эстрадинчи лару-тăрăва журналист куçĕпе хакланине итлес тесен радиоприемниксене 105,0 FM çине куçарма ан манăр! Эфир пынă вăхăтра радио итлекенсенчен шăнкăравсем те йышăнĕç.

Олег Прокопьев радиожурналист ертсе пыракан кăларăма мĕнле çичĕ юрăпа каяссине ĕçтешĕмĕр хальлĕхе вăрттăнлăхра тытать.  

Рубрика: 
Автор: 

Комментари хушас