Етĕрнесем хула кунĕнче савăнчĕç

Паян Етĕрнере Хула кунĕ иртрĕ. Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăнчĕ.

«Кивĕ хула» паркра ăна Етĕрне район пуçлăхĕ Олег Паликин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Иванов, Валерий Павлов кĕтсе илчĕç.

Уява пынă халăха паллă самантпа саламланă, мероприятие уçнă хыççăн хăнасем Красноармейски урамĕнчи 2-мĕш çурта куçрĕç. Кунта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пуçламăш шкул туса лартнă, унпа паллашрĕç. Вĕренÿ корпусĕн виçĕ хутлă кирпĕч çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче 1-мĕш класс ачисем вĕренĕç, çавăн пекех кунта столовăй, медицина блокĕ, хывăнмалли пÿлĕмсем вырнаçнă. Иккĕмĕшĕнче вара 2-мĕш тата 3-мĕш классем пĕлÿ илĕç. Кунтах — акт залĕ. Виççĕмĕш хутра — 3-мĕшпе 4-мĕшсен вĕренÿ класĕсем. Библиотека та çакăнтах.

Спорт залĕн лаптăкĕ — 223,5 тăваткал метр.

Шкулта харăсах 300 ача вĕренме пултарĕ. Иван Моторин тата çĕнĕ шкула çÿреме пуçлакан Анастасия Леонтьевăпа Дарьяна Пузырникова хĕрлĕ хăйăва савăнăçлă лару-тăрура касрĕç. Ачасем шкула типтерлĕ тытма сăмах пачĕç.

Ун хыççăн Иван Моторин Комсомолькси урамĕнчи Çĕнтерÿ тÿремне çитсе курчĕ . Кунта 2019 çулта пĕчĕк хуласемпе истори пĕлтерĕшлĕ хутлăхсен территорийĕсене хăтлăлатмалли проектпа килĕшÿллĕн Косомольски урамĕнче пурнăçламалли ĕçсен концепцийĕпе паллашрĕ. Унтан çак урамрах вырнаçнă К.В.Волков ячĕллĕ тĕп больницăра пулчĕ. Сыватмăш территорине, çурта хăтлăлатас ĕç мĕнле пынипе паллашрĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас