Етĕрнесем уява ÿсĕмпе кĕтсе илеççĕ

22 Юпа, 2014

ЧР аграрийĕсем юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Савăнăçлă пухăва Етĕрнесем те хутшăнаççĕ. Вĕсем уява мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ-ха? Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир КУЗЬМИН хуравлать.

- Пĕлтĕр кашни гектартан вăтамран 21,2 центнер /бункер виçипе/ тырă пухса кĕртнĕ, кăçал - 26,2, - терĕ Владимир Николаевич. - Тыр-пул тухăçĕпе эпир Чăваш Енре иккĕмĕш вырăнта. Иртнĕ çул кĕлете 23,5 пин тонна тырă хывнă, кăçал - 31 пин. Çĕр улмин республикăри вăтам кăтартăвĕ 164,6 центнер, пирĕн - 185.

- Ÿсĕм мĕнрен килчĕ?

- Кăçалхи çур акине лайăхрах хатĕрлентĕмĕр. Ял хуçалăх культурисен лаптăкĕн пĕрремĕш çуррине - кĕркунне, иккĕмĕшне çуркунне сухаларăмăр. Ÿсен-тăрана минерал удобренийĕпе апатлантармалли тĕллеве 90% пурнăçларăмăр. Республикăн кăнтăр енчи районĕсенче çуркунне-çу пуçламăшĕнче нÿрĕк сахал ÿкнĕ. Çут çанталăк Етĕрнесене кÿрентермерĕ.

- Хăш хуçалăхсем продукци ытларах сутаççĕ?

- «Родина», «Выльский», «Ленинская искра», «Заветы Ильича», «Пучах». Вĕсен ял хуçалăх культурисен тухăçĕ аван. «Ленинская искра» хуçалăхра комбайн кашни гектартан 52 центнер урпа тĕшĕленине хам куçпа курса таврăнтăм. Ăна сăра заводне ăсатаççĕ.

- Пахча çимĕç çитĕнтертĕр-и?

- Пасар суту-илĕвĕнче ăна вырнаçтарма çăмăл мар, çавăнпа Етĕрнесем иртнĕ çулсенче нумай ÿстермен. Кăçал «Сортсемовощ» общество Асламас ял тăрăхĕнче 30 гектар купăста лартрĕ. Ăна Мускавра сутаççĕ.

- Хăмла мĕнле пулчĕ?

- Кашни гектартан вăтамран 15 центнер тухрĕ. Вăл 40 яхăн гектар йышăнать. Услам чылай кÿрет, çавăнпа лаптăка пĕчĕклетмеççĕ.

- АПКна инвестици хывакансенчен чи малтан хăш хуçалăха асăнатăр?

- «Пучаха». Вăл 400 пуç ĕне выльăх тăратмалăх вите тума пуçларĕ. Никĕсне хывнă. Килес çул хута ярсан кĕтĕве тата 100 ĕне хушасшăн. «Ленинская искра» хуçалăхра тепĕр вите тума ĕмĕтленеççĕ. Кăçал ял хуçалăх техникин 14 хатĕрне, вăл шутра 7 трактор тата тыр-пул пухса кĕртмелли комбайн, 17 млн тенкĕлĕх туянтăмăр.

- Выльăх пăхакансем уява еплерех кĕтсе илеççĕ?

- Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцийĕ кăçалхи 9 уйăхра пĕлтĕрхи çав хушăринчен - 6,8%, аш - 0,4, сĕт 4,9% нумайрах туса илнĕ, фермер хуçалăхĕсенче ăна 35,3% ытларах сунă, аш 25,5% нумайрах хатĕрленĕ. Фермерсем асăннă тапхăрта 104 ĕне хушса кĕтĕве пысăклатрĕç. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕлтĕрхи 9 уйăхрипе танлаштарсан мĕн пур йышши хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 0,3% хушăнчĕ. Эпир ытти районпа танлаштарсан сĕт чи нумай суса илтĕмĕр. Пĕтĕм хуçалăхра ăна усă куракан кашни 100 гектар пуçне 58,4 тонна хатĕрлерĕмĕр. Ку кăтарту та республикăра - чи пысăкки. Мĕн пур харпăрлăхлисенче 9 уйăхра кашни ĕнерен вăтамран - 4417, ял хуçалăх организацийĕсенче 4217 килограмм суса илтĕмĕр, ĕнесен продуктивлăхне 8,3% ÿстертĕмĕр. Ку енĕпе те эпир - пĕрремĕш вырăнта. «Ленинская искра» тата «Родина» хуçалăхсен кăтартăвĕсем пысăкрах: 5285 тата 5327 килограмм.

- Муниципалитетсем ял çыннисем туса илекен сĕте хаклăрах сутма пулăшаççĕ-и?

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ял-йышран пуçтаракан сĕте хаклăрах сутмашкăн пулăшма темиçе хутчен те ыйтрĕ. Çулла сĕт пуçтаракансемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Çакăн хыççăн вĕсем кашни литра 13 тенкĕлле туянма тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра хак - 15-15,5 тенкĕ.

- Етĕрне райповĕ сутлăх хака йĕркелес ĕçе витĕм кÿрет-и?

- Паллах. Унăн ертÿçи Александр Андреевич Краснов - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, килти хуçалăхсенче сĕт туса илекенсен интересĕсене хÿтĕлеме тăрăшать. Республикăри ытти чылай районтипе танлаштарсан вĕсене лайăхрах тÿлет. Сĕт пухакан ытти организацин райпо сĕнекен хака шута илме тивет. Ăна ял ĕçченĕсене майлă тытса тăрассишĕн райпон хатĕрлев предприятийĕн ертÿçи Евгений Яранский нумай тăрăшать.

- Етĕрнесем килти хуçалăхра туса илнĕ сĕте, аша сутса ял хуçалăхĕнчи вăтам шалу чухлĕ /республикăра кашни уйăхра вăл 12200 тенкĕпе танлашнă/ ĕçлесе илме пултараяççĕ-и?

- Хурава хамăн çемье тĕслĕхĕпе çирĕплететĕп. Советски ялĕнче килти хуçалăх тытатпăр. Виçĕ вăкăра çу каçартăмăр. Куллен 7 качака сăватпăр. Путеккисемпе пĕрле 20 пуçа çитрĕ. Литр сĕте 40 тенкĕлле йышăнаççĕ. Кашни качака 2,5 литр таран сĕт парать. Эпир куллен миçе тенкĕ ĕçлесе илнине хăвăрах шутласа пĕлĕр. Тупăшшăн тар кăларсах ĕçлетпĕр. Ирхи 5 сехет иртсенех тăратпăр. Выльăха утă, çăнăх паратпăр, шăваратпăр. Çулла курăк çулса типĕтетпĕр. Ĕçе ачасем те хутшăнаççĕ. Темиçе ĕне усракан, ытлашши сĕте сутса çемьери кашни çын пуçне шалу республикăри аграрисен кашни уйăхри вăтам ĕç укçи чухлĕ илекен килти хуçалăх районта пайтах. «Ялта ĕç çук», - текенсене шăпах çавнашкал килти хуçалăхсенчен ырă тĕслĕх илме сĕнетĕп. Пасар саманинче кашни ял тăрăхĕнче производство йĕркелейместпĕр. Апат-çимĕç сутса укçа ытларах тума тăрăшмалла.

- Пушă выртнă çĕре сухаласа ял хуçалăх культурисем акма май килчĕ-и?

- Эпĕ администраци пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланă чух, 2012 çулхи çуркунне, районта 11 пин гектар акнă-лартнă. Кăçал 13500 çитĕнтертĕмĕр - икĕ çулта 2,5 пин гектар усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр.

- Ăçти уйсем пирки сăмах пырать?

- Юрий Самарин предприниматель Асламас, Мăн Чураш ял тăрăхĕсенчи çĕрсене ĕçе кĕртрĕ. Эпĕ пуçлăх тивĕçне пурнăçлама тытăнсан пай хуçисем ыйтман çĕрĕн 2% çеç ял тăрăхĕн фондне суд урлă куçарттарса патшалăх органĕнче шута илтернĕ. Паянхи кунччен муниципалитетсен харпăрлăхне 37% панă. Çав лаптăксене фермерсемпе килти хуçалăхсене те тара параççĕ.

- Професси кунне халалласа районта уяв ирттеретĕр-и?

- Паллах. Производствăра ÿсĕм тунă мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсене, вĕсенче ĕçлекенсене Хисеп хучĕ, преми парса хавхалантаратпăр. «Хыпар» хаçатпа усă курса Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕн ячĕпе республикăри аграрисене пурне те саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Илья КЛОЧКОВ сăн ÿкерчĕкĕ

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.