Евгений Краснов – Хусанти чемпионатра

23 Çурла, 2019

Хусанта иртекен WorldSkills Тĕнче чемпионатĕнче Раççей командин йышĕнче Чăваш Ен çамрăкĕ те пур. Вăл – Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумăн мастерĕ Евгений Краснов. Евгений çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Кондитер ĕçĕ» компетенцире тупăшĕ.

Евгений WorldSkills ăмăртăвĕсене 2016 çултанпа хутшăнать. 2017 çулта Краснодарта иртнĕ «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkillsRussia) V Наци чемпионатĕнче вăл хăйĕн компетенцийĕнче çĕнтерсе медаль çĕнсе илнĕ.

Чăваш Республики WorldSkills Russia юхăма кĕнĕ Раççейри иккĕмĕш регион. 2012-2019 çулсенче 40 компетенципе регионта 7 чемпионат ирттернĕ. «Çамрăк профессионалсем» VII Наци чемпионатĕнче Чăваш Ен делегацийĕ лайăх кăтартусемпе палăрнă. Чăваш студенчĕсем 9 медаль çĕнсе илнĕ: 2 ылтан, 2 кĕмĕл, 5-шĕ – профессири ăсталăхшăн. Раççейри 82 регион хушшинче пирĕн команда 16-мĕш вырăн йышăннă.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Obrazov.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас