Фанатсен лапамĕ уçăлнă

19 Çĕртме, 2018

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче спорта юратакансемшĕн футбол уявĕ пуçланчĕ, Мускавра тĕнче чемпионачĕ старт илчĕ.
Çак ятпа Шупашкарта фанатсен зони уçăлнă. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче йĕркеленĕ лапама пысăк экранпа трибунăсем вырнаçтарнă. Футбол курма пынисене РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Алексей Соловьев, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Вячеслав Кострюков, Пĕтĕм тĕнче вăййисен çĕнтерÿçи Алексей Германов, республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина, спорт аэробикин федерацийĕн спортсменĕсем, Чăваш патшалăх университетĕнчи черлидерсен команди тата ыттисем саламланă.
Унтах футбола кăмăллакансем пĕрремĕш матча — Раççейпе Сауд Аравийĕ хушшинче иртнĕ тупăшăва — сăнанă. Телее, ку ăмăрту пирĕннисен çĕнтерĕвĕпе вĕçленчĕ. Сăмах май, паян Раççей футболисчĕсем Питĕрти стадионта Египет командипе тĕл пулĕç. Матч 21 сехетре пуçланĕ. Аса илтеретпĕр: тĕнче чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн 32 команда вăй виçет. Ăмăртусем Раççейри 11 хулара иртеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.