Фестиваль-конкурс: кĕпи лайăх-и, пики лайăх-и?

19 Ака, 2019

Чăннипех çапла ыйтма пултараççĕ паян Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче иртнĕ регионсен хушшинчи «Ĕмĕрсен ылтăн пĕрчисем» фестиваль-конкурса хутшăннисене курса киленнĕ хыççăн.

Ăнланатăп вĕсене — ытла та илĕртÿллĕ вĕт пирĕн чăваш пикисем. Вĕсен çинчи кĕписем тата… Ĕмĕрсен эрешĕсем тейĕн.

Йĕркелÿçĕсем — Раççей тата Чăваш Ен Культура министерствисем, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ — пархатарлă тĕллев лартнă: халăхсен культура еткерлĕхне упраса хăварса малалла аталантарасси, хальхи вăхăтри наци тумĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлессине хавхалантарса тăрасси.

Фестиваль-конкурса Чăваш Енри, çавăн пекех пирĕнпе кÿршĕллĕ республикăсемпе облаçсенчи декораципе хушма искусство студийĕсен, мода çурчĕсен, тум театрĕсен, халăх ÿнер промыслисен центрĕсемпе студийĕсен ертÿçисем, художник-модельерсем хутшăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене тăватă номинаципе — «Этнографи тумĕ», «Хальхи вăхăтри автор тумĕ» тата «Сцена тумĕ» — пахаларĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас