Финанс пĕлĕвĕ кирлĕ-и?

22 Юпа, 2014

ЧР Наци библиотекинче Финанс пĕлĕвĕн шкулĕ ĕçлеме пуçланă. Ятарлă проекта право информацийĕн центрĕ пуçарнă.

"Паянхи кун финанс енĕпе ытларах пĕлни никама та чăрмантармасть. Çакă çынна укçа-тенке перекетлеме тата çĕр-шыв экономикин уйрăм енĕсене ăнланма май парать", - пĕлтереççĕ библиотекарьсем. Финанс пĕлĕвĕн шкулĕн тĕллевĕ - çамрăксен финанс пĕлĕвне ÿстересси, кулленхи ыйтусене татса пама пулăшасси, ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртмешкĕн ятарлă меслетпе паллаштарасси. Унта çавăн пекех укçа-тенке кашни кун нумай тăкакламасăр усă курма вĕрентеççĕ. Шкул ĕçне финанс консультантне Владимир Семенова, Шупашкарти экономика-технологи колледжĕн преподавательне Валентина Павловăна тата ытти специалиста явăçтарнă. Хальлĕхе курсра студентсем пĕлÿ илеççĕ, каярах ыттисем те çырăнма пултараççĕ.

Е.АНДРЕЕВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.