Гагарин урокĕ, е Космосри тĕл пулу

12 Ака, 2018

Паян Чăваш наци библиотекинче «Гагарин урокĕ» иртрĕ. Мероприятие 22-мĕш шкулти 4 тата 9-мĕш класс вĕренекенĕсемпе тĕл пулма МЧС ветеранĕ Евгений Южалин килнĕ. Вăл 28 çул космодромра вăй хунă. Юрий Гагарина, Герман Титова, Андриян Николаева тĕнче уçлăхне вĕçме хатĕрленме пулăшнă, космос техникине аталантарас ĕçре тăрăшнă.

«Космосри тĕл пулăва» право информацийĕн уçă центрĕн ертÿçи Янина Горская ертсе пычĕ. Мероприятие Раççей Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн ĕçченĕсем Алексей Абужаровпа Владимир Щукин хутшăнчĕç.

Евгений Николаевич ачасене космонавтикăпа паллаштарчĕ. Космосри пĕрремĕш паттăрсем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Хăй вĕреннĕ, ĕçленĕ чухнехи самантсене аса илчĕ. Кун хыççăн шкул ачисем космос викторинине хутшăнчĕç. Вĕренекенсем пĕр-пĕрне пÿлсех ыйтусен тупсăмĕсене шырарĕç. Паллă фактсене вĕсем аван пĕлеççĕ иккен. Кун хыççăн «Каласа пĕтер» вăйă вылярĕç. Евгений Южанин та айккинче юлмарĕ. Ачасемпе пĕрле сăмахсем шырарĕ. Евгений Николаевич ачасене лайăх вĕренме сунчĕ. Унсăрăн космонавт пулаймăн!

 

Теги: 

Комментари хушас