«Георгий хăйăвĕ» акци иртĕ

24 Ака, 2018

Пĕтĕм Раççейри «Георгий хăйăвĕ» акци — Çĕнтерÿ кунĕ умĕн ирттерекен ырă йăласенчен пĕри. Унпа килĕшÿллĕн кăçал Шупашкарта 40 пин хăю салатмалла. Аслă Çĕнтерÿн хура-хĕрлĕ-сарă паллине хулари тĕрлĕ районсем, ведомствăсем, çамрăксен организацийĕсем урлă валеçеççĕ.

Акан 24-мĕшĕнче 16-18 сехетсенче Шупашкарти волонтерсем «Тĕп универмаг», «Мода çурчĕ», «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕсен умĕнче тата «Студентсен хули» чарăнура ĕçе пуçăнĕç, Георгий хăйăвне салатĕç. Çавăн пекех акан 26, 28-мĕшĕсенче, çу уйăхĕн 3, 8-мĕшĕсенче хула çыннисем ку пĕчĕк парнене тивĕçме пултарĕç.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 73 çул çитнине халалланă митинга хутшăннисене, ветерансене хăю валеçĕç.

«Георгий хăйăвĕ» акци çулсеренех Çĕнтерÿ кунĕ умĕн иртет, Раççейри кăна мар, чикĕ леш енче пурăнакансене те пĕрлештерет вăл. Çак паллă Çĕнтерÿ хакне, унăн пĕлтерĕшне тепĕр хут аса илтерет.

 

Теги: 

Комментари хушас