Геральд САЛДИМИРОВ: Кунпа çĕр шкултах иртет

10 Нарăс, 2017

Юлашки вăхăтра биатлонăн сумĕ самай ÿсрĕ. Тĕрлĕ ыйтăм та халăх спортăн çак тĕсне кăмăлланине çирĕплетет. Чăваш Ен спортсменки Татьяна Акимова /Семенова/ тĕнче кубокне хутшăнма тытăннă хыççăн пирĕн республикăра пурăнакан чылай çын биатлонпа кăсăкланма тытăннине палăртаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче аталанма пуçланă чăваш биатлонне Шупашкарти электроаппарат тата “Чăваш кабелĕ” заводсенче, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче уçăлнă секцисем вăй илме пулăшнă. Çак тапхăрта пирĕн ентешсем тĕнчери чи сумлă ăмăртусенче пĕрре мар палăрчĕç. Чăваш Енри биатлон паян мĕнле аталанать-ха? Мĕншĕн пирĕн хĕрсене ытларах ăнать, анчах яшсем малалла каяймаççĕ? Биатлона çÿллĕ шая çĕклес тĕллевпе мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне республикăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Геральд САЛДИМИРОВ тупма пулăшрĕ. РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕпе биатлонистсен тĕп çуртĕнче — Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче — тĕл пулса калаçрăмăр.

— Геральд Прокопьевич, 30 çулта биатлона аталантарас тĕллевпе эсир пархатарлă чылай ĕç турăр. Спортăн кăсăклă çак тĕсĕпе хăçан паллашрăр? Мĕнпе илĕртрĕ вăл сире?

— Шкулта вĕреннĕ чухне эпир биатлон мĕнне пĕлсех кайман. Йĕлтĕрпе ярăнма юратнă, ăмăртусене нумай хутшăннă. Биатлонпа эпĕ Шупашкарти кабель заводне ĕçлеме вырнаçсан паллашрăм. Унта Геннадий Семенов тренер ĕçлетчĕ. Вăлах биатлон мелĕсене алла илме пулăшрĕ. Çартан таврăнсан Трактор тăвакансен заводĕнче 3 çул вăй хутăм, 1979 çулта В.Чапаев ячĕллĕ завода куçрăм. Унта биатлон шкулĕ вăйлăччĕ. Спорт шкулĕнче йĕлтĕрçĕсемпе биатлонистсен секцийĕсем ĕçлетчĕç. Çав çулхинех Юрий Зайцев тренер команда пухрĕ, йыша эпĕ те лекрĕм. Эпир биатлон, полиатлон, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене хатĕрленме тытăнтăмăр. Завод директорĕнче ĕçленĕ Владимир Пейве пире чылай пулăшрĕ. Вăлах йĕлтĕр базине пуянлатрĕ, пемелли лапам туса пачĕ. 1987 çулта хам та тренерта ĕçлеме пуçларăм. 2003 çулта Шупашкарта спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрне уçнă хыççăн В.Чапаев ячĕллĕ заводăн спорт шкулне Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕпе пĕрлештерчĕç.

— Олимп вăййисен историне кĕрсе юлнă, Европăпа тĕнче чемпионачĕсенче палăрнă чăваш биатлонисчĕсем Лилия Ефремовăпа Сергей Башкиров, Татьяна Моисеевăпа Раиса Матвеева, Евгения Михайлова чи малтанхи утăмĕсене сирĕн патра тунă. Вĕсене мĕнле кăмăлпа аса илетĕр?

­— Чи малтанхи вĕренекенсемччĕ вĕсем. Çамрăксемпе заводăн йĕлтĕр базинче хатĕрленеттĕмĕр. Тренировкăсене яланах хавхаланупа пыратчĕç. Телее, пултаруллă та маттур пулчĕç вĕсем, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе чылай савăнтарчĕç. Лилия Ефремова 2006 çулта Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илчĕ, 2001 çулта Чăваш Ен чысне Европа чемпионатĕнче ăнăçлă хÿтĕлерĕ. Каярахпа Шупашкар пики çемьеленсе Беларуç Республикине пурăнма куçрĕ, унтан — Украинăна. Халĕ Киевра пурăнать. Тăван хулана ашшĕ-амăшĕпе аппăшĕсем патне килсех çÿрет. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Сергей Башкиров та 2002 çулта Олимпиадăна хутшăнчĕ, Европа чемпионачĕсемпе кубокĕсенчен темиçе хут та медальпе таврăнчĕ. Паянхи кун вăл Свердловск облаçĕнчи çамрăк биатлонистсене хатĕрлет. РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Татьяна Моисеева — РФ ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн ĕçченĕ. Муркаш хĕрĕ 2000-2007 çулсенче тĕнче чемпионачĕсемпе кубокĕсенче, Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче “ылтăн” çĕнсе илчĕ. Етĕрне тăрăхĕнчи Раиса Матвеева çуллахи биатлон енĕпе ăстаччĕ. Вăл Европа чемпионатĕнче — иккĕмĕш, тĕнче ăмăртăвĕнче пĕрремĕш пулчĕ. Раиса тата унăн мăшăрĕ — çар çыннисем. Вĕсем Питĕрте пурăнаççĕ. Шупашкар пики Евгения Михайлова та çуллахи биатлон енĕпе тĕнче ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем турĕ, спорт карьерине вĕçленĕ хыççăн вăл та тренер ĕçне пикенчĕ. Халĕ Ĕпхÿре пурăнать.

— Ытти вĕренекенĕр те сире çĕнтерÿпе нумай савăнтарчĕç.

— Павел Магазеев 2008-2009 çулсенче Европа тата тĕнче чемпионатĕнче юниорсен командипе эстафетăра ылтăн медаль çĕнсе илчĕ, çуллахи биатлон енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. 2010 çулта РФ спорт мастерĕ çĕршыв чемпионатĕнче çĕнтерчĕ, анчах суранланнине пула темиçе çул ăмăртусене хутшăнаймарĕ. Иртнĕ сезонра Павел Раççей чемпионачĕпе кубокĕнче “кĕмĕлпе” пуянланчĕ. Евгений Петров 2010 çулта çамрăксен ăмăртăвĕнче тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçрĕ. Унăн Сочири Олимп вăййисене хутшăнас шанăç пурччĕ, анчах унта лекеймерĕ. Юлашки çулсенче Павел Охотниковпа пĕрле вĕсем çĕршыв чемпионачĕсенче ăнăçлă ăмăртаççĕ. 2015-2016 çулсенчи сезонта яшсем медальпе савăнтарчĕç. Сергей Моржановпа Алексей Иванов çĕршыв турнирĕсенче мала тухрĕç, Ольга Хемницерпа Светлана Иванова лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

— Биатлонистсен йышĕнче хĕрсем чылаййăн-и?

— Пикесем нумаях мар пулин те хăюллисем пур. Хăшĕ-пĕри яшсемпе те тупăшма пултарать, каччăсенчен ирттерекенсем те пур. Биатлон — чăтăмлисемпе вăйлисен спорчĕ. Йывăрлăха çĕнтерсе малалла кайма пултараканни кăна çак спорта суйласа илет. Хĕрсен хушшинче конкуренци пит пысăках мар, çавăнпа вĕсене пысăк ăмăртусене лекме çăмăлрах. Арçынсене вара çĕршывăн пĕрлештернĕ командин йышне кĕме йывăртарах. Унта вăйлисен хушшинче те чи пултаруллисене суйласа илеççĕ. Чăваш спортсменкисем ĕлĕкрен вăйлă пулнă. Çăмăл атлетикăрах акă пирĕн хĕрсем мĕн чухлĕ çитĕнÿ турĕç. Биатлонистсен йышĕнче те унашкаллисем пур. Акă пĕрремĕш вĕренекенĕмсен йышĕнче медалистпа призер ятне илнисенчен ытларахăшĕ хĕрсемччĕ.

— Тюмень, Ханты-Мансийск, Красноярск, Новосибирск, Чайковский хулисенчи биатлон шкулĕсем пирĕн çĕршывра кăна мар, пĕтĕм тĕнчипе палăрчĕç. Чăваш Енре биатлон центрĕ тума тытăннине епле йышăнтăр?

— Вĕсенче биатлон шкулĕн йăлисем çирĕп. Спорта аталантарасси — патшалăхăн тĕп приоритечĕсенчен пĕри. Ку хуласенче эпир сборта темиçе хут пулнă. Унта тренировка ирттермелли тата ăмăрту йĕркелемелли майсем туса панă. Эпир ку енĕпе хальлĕхе, шел те, юлса пыратпăр. Юлашки вăхăтра укçа-тенкĕ çитменнипе сбора каяйми пултăмăр. Спорт хатĕрĕсем кивелеççĕ: хальхи йышши винтовкăсемпе йĕлтĕрсем кирлĕ. Пемелли вырăн çукки те ура хурать. Юрать, чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене йĕлтĕр туянса парать. Шупашкарта биатлон центрĕ тăвассине пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Тахçанах кĕтнĕ, ĕмĕтленнĕ ун пирки. Халĕ çĕнĕ объект хута каясса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Унта çĕнĕ трасса пулĕ. Ăна çутăпа тивĕçтерĕç. Ун чухне çĕрле те тренировкăна тухăпăр. Хальхи йышши трасса çинче роллерлă йĕлтĕрсемпе чупма лайăх. Перес ăсталăха аталантарма çĕнĕ лапам туса парĕç.

— Çĕнĕ Лапсар пики Татьяна Акимова пирĕншĕн чăн-чăн паттăр пулса тăчĕ. Эсир унăн çитĕнĕвне епле хаклатăр?

— Маттур вăл. Мĕн шухăшланине пурнăçлама пултарчĕ. Юлашки вунă çулта пирĕн пикесен хушшинче кунашкал çĕнтерÿпе никам та палăрайманччĕ. Унăн вĕрентекенĕ Анатолий Акимов — питĕ пултаруллă тренер. Мăшăрĕ Вячеслав та пысăк ăмăртусене лекес тĕллевпе тăрăшать. Татьяна питĕ вăйлă йĕлтĕрçĕ. Пирĕн куç умĕнчех ÿсрĕ вăл. Сăпайлă хĕрачаран ăста биатлонист пулса тăчĕ. Пĕрремĕш çитĕнĕвĕсене те пирĕн шкултах турĕ. Команда лидерĕ пулма пĕрре те çăмăл мар. Ун пеккисем пирĕн хушăра питĕ сахал. Вăл тата сумлăрах çитĕнÿсем тăвасса шанатăп.

— Хальхи вăхăтра биатлон уйрăмĕнче миçе ача вĕренет? Тренерсем çителĕклĕ-и?

— Ачасене 9-10 çултан илетпĕр. Пирĕн шкулти 14 ушкăнра тĕрлĕ ÿсĕмри 140 биатлонист ăсталăха туптать. Ку сезонта РФ пĕрлештернĕ командине 2 çын лекрĕ, республика командине — 23-ĕн. Биатлонистсемпе 8 тренер ĕçлет. Валерий Павлов, Алексей Кузьмин, Александр Романов, Анатолий Акимов чылай çул ĕçлесе опыт пухнă, вĕсен вĕренекенĕсем пысăк ăмăртусене хутшăнса палăраççĕ. Нумаях пулмасть Николай Лисин ĕçе пуçăнчĕ.

— Эсир мăшăрăрпа нумай çул пĕрле ĕçлетĕр. Унпа хăçан паллашрăр?

— Маргарита Григорьевнăпа эпир 38 çул пĕрле ĕнтĕ. Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вĕреннĕ чухнех паллашнă. Спортпа туслашма пире иксĕмĕре те Николай Кондратьев вĕрентекен пулăшрĕ. Шупашкара вĕренме килсен Маргарита та Геннадий Семенов тренер патĕнче ăсталăха туптарĕ, йĕлтĕрпе чупса СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. “Контур” заводра 12 çул вăй хунă хыççăн спорт шкулне ĕçлеме куçрĕ. Эпир В.Чапаев заводĕнче тăрăшнă чухне пĕрлешрĕмĕр. Мăшăрăм пĕчĕккисемпе ĕçлет, эпĕ — аслисемпе. Пĕр-пĕрне пулăшса, вĕрентсе пыратпăр.

— Сирĕн ывăлăр Денис та спортăн çăмăл мар çулĕпе утать. Халĕ çамрăксемпе ĕçлет. Ăна тренер профессине суйлама эсир хистерĕр-и?

— Денис спорт шкулĕнчех ÿсрĕ тесен те йăнăшас çук. Пирĕнпе пĕрле ăмăртусене, тренировкăсене çÿренĕскер пĕчĕклех йĕлтĕр çине тăчĕ. Ÿсерехпе хăй те биатлон секцине çÿреме тытăнчĕ. Пире кĕçĕн ушкăнрисемпе ĕçлеме пулăшатчĕ. Çапла тренер ĕçне хăнăхрĕ. Раççейри юниорсен ушкăнĕнче тупăшса вăл темиçе хут та çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. 1999-2000 çулсенче Европа чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, тĕнче ăмăртăвĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ, çĕршыв кубокĕсенчен медальсемпе таврăнчĕ. 3 çул каялла вăл Чăваш патшалăх педагогика университечĕн дипломне алла илсен хамăрпа пĕрле ĕçлеме пуçларĕ. Хĕрĕм Марина та çамрăк чухне биатлон секцине çÿрерĕ, анчах сывлăх япăхраххине пула малалла каяймарĕ. Вăл Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинчен, туризмпа сервиз институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Хальхи вăхăтра садикре спорт инструкторĕнче вăй хурать.

— Кăçал сире Пĕтĕм Раççейри “Йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртăвăн тĕп судйи пулма çирĕплетрĕç...

— Кунашкал сумлă ăмăртура тĕп судья пуласси питĕ яваплă ĕç. Йĕлтĕрçĕсемпе биатлонистсен турнирĕсене пĕрре мар йĕркелесе ирттернĕ, çапах кăшт пăшăрханатăп. Манăн вĕренекенĕмсем “Йĕлтĕр йĕрне” кашни çул хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçал та çак ăмăрту стартне 21-ĕн тухĕç. Ывăлăм Денис та çамрăк чухне Пĕтĕм Раççейри чупуран юлмастчĕ. 2005 çулта иртнĕ пĕрремĕш ăмăртура чемпион ятне тивĕçрĕ.

— Биатлон пуласлăхне епле куратăр?

— Биатлон — спортăн чи кăсăклă тĕсĕ. Вăл спортсмена пур енлĕн аталанма пулăшать, унăн кăмăл-туйăмне тĕреклетет. Биатлона çĕклес тĕллевпе эпир вăй-хала шеллемесĕр ĕçлерĕмĕр. Кун та, çĕр те спорт шкулĕнчех, йĕлтĕр трасси çинче иртет. Ăста тренерсемпе пултаруллă спортсменсем пулсан биатлон вăй илетех. Çĕнĕ центр паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа спортпа туслашма хавхалантарасса, биатлона юратакансен йышĕ ÿсессе шанатăп.

Андрей МИХАЙЛОВ

калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.