«Халăх астăвăмĕ. Çĕнтерĕве упрар!» акцие Олег Николаев та хутшăннă

26 Нарăс, 2020

Чăваш Республикин хальхи истори архивĕ «Халăх астăвăмĕ. Çĕнтерĕве упрар!» акци пуçарнă. Хальхи вăхăт тĕлне, архивăн сектор заведующийĕ Алина Поликарпова пĕлтернĕ тăрăх, 19 çын çемье архивĕнчи 300 ытла документа, çак шутра вăрçăра пулнă çывăх çыннисен çырăвĕсем, награда хучĕсем, сăн ÿкерчĕкĕсем, открыткăсем тата ытти те, управа панă.

Акцие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев та хутшăнма шут тытнă. Вăл паян архивра пулчĕ, акцие хутшăнса вăрçă ветеранĕсен аса илĕвĕсем çинчен хатĕрленĕ видеофильм парнелерĕ. «Архив фондне манăн та пуянлатас килчĕ. Ку фильма манăн икĕ хĕр аслă классенче вĕреннĕ чухне хатĕрленĕ. Унта вĕсем ватă кукамăшĕн тата унăн кÿршин аса илĕвĕсене çырса илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вăрçăра пулнă, — каласа кăтартрĕ Олег Алексеевич. — Халĕ иккĕшĕ те чĕррисен хушшинче çук ĕнтĕ. Шел, ветерансен йышĕ чаксах пырать. Хальхи вăхăтра республикăра вĕсем тăват çĕре яхăн çеç тăрса юлнă. Çавăнпа та манăн ветерансен мăнукĕсене, çывăх çыннисене, шкул ачисене, общество ĕçĕн хастарĕсене ветерансемпе тĕл пулма, вĕсен аса илĕвĕсене çырса илсе ятарлă фонд йĕркелеме сĕнес килет».

Сăмах май, архиври акци çулталăк вĕçленичченех пырать. Унта республикăри кашни çын хутшăнма, Çĕнтерĕве сыхласа тата астăвăма упраса хăварас ĕçе тÿпе хывма пултарать.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас