"Халăх инвентаризацийĕ" кăçал вĕçленет

7 Утă, 2015

Эрнекун ЧР Патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курассине тĕрĕслесе тăракан правительство комиссийĕн ларăвĕ пулчĕ. Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин муниципалитет йĕр-келенĕвĕсем çĕре инвентаризацилессин иккĕмĕш тапхăрне пурнăçа кĕртни çинчен доклад турĕ.

"Республикăн пĕтĕм çĕр фончĕ 1834,5 пин га шутланать, - терĕ. - Çак лаптăкăн 55% - ялхуçалăх пĕлтерĕшли, 32,5% - вăрман фончĕн, 2-шер % яхăн - çутçанталăкăн уйрăмах сыхлаканни тата шыв-шур фончĕн, 1% - промышленноçăн тата ятарлă ытти тĕллевлĕ, 1% сахалрах - саппасри, 7,6% - этем пурăнакан вырăнсем".

Инвентаризацин иккĕмĕш тапхăрĕ кăçалхи декабрь уйăхĕнче вĕçленет. Вăл пынă вăхăтра пушă выртакан лаптăксене кадастр шутлавне илеççĕ. Каярахпа вĕсенче производство йĕркелеме е пурăнмалли çуртсем тума пулать. Паянхи кун тĕлне çавăн пек 2219 лаптăка /765,6 га/ шута кĕртнĕ.

Инвентаризаци тĕллевне пурнăçлама тытăннăранпа Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Красноармейски, Комсомольски, Вăрмар, Шупашкар районĕсенче малтан çумкурăк ашкăрнă лаптăксен - 50%, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне, Тăвай тăрăхĕсенче 20% сахалрах хуçалăх çаврăнăшне явăçтарнă. "Халăх инвентаризацине" кирек кам та хутшăнма - çĕр усăсăр выртни çинчен влаç органĕсене пĕлтерме - пултарать.

Муниципалитетсен 16 администрацийĕ строительство пыман лаптăксен Пĕрлехи информаци ресурсĕсене кĕртме 218 лаптăк /88,9 га/ çинчен хыпарланă. ЧР Строительство министерстви вĕсенчен 48-шĕнче /43,5 га/ инвестиципе пурăнмалли çуртсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме сĕннĕ. "Патăрьел, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш районĕсен, Канаш хула администрацийĕсем министерствăна çав ресурссене çĕр лаптăкĕсем кĕртме сĕнÿ памарĕç, - терĕ А.Кузьмин. - Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура хытхура хуплакан çĕрсене хуçалăх ĕçне явăçтарсан бюджета укçа ытларах кĕрессине, социаллă ыйтусене татса пама ăна нумайрах уйăрма май пуррине палăртрĕ. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет пурлăхĕпе çĕрĕнчен вырăнти хыснана 653,8 млн тенкĕ - пĕлтĕрхи çав хушăринчен 4% - нумайрах куçарнă".

Сÿтсе явнă ыйтупа Çĕнĕ Шупашкар хула, Хĕрлĕ Чутай тата Пăрачкав районĕсен администрацийĕсен представителĕсем Ольга Чепрасова, Алина Ярабаева, Татьяна Сергеева пĕлтерчĕç.

Министр заместителĕ Наталья Тимофеева Пĕрлехи информаци ресурсĕсенчи лаптăксене ĕçе кĕртесси еплерех пыни çинчен каласа пачĕ. "Паянхи кун тĕлне вĕсенче 234 лаптăк /562 га/ шутланать, - терĕ. - 113-шĕнче - пурăнмалли çурт, 121-шĕнче промышленноç паркĕ, технопарк, бизнес-инкубатор, производствăн ытти объектне тума пулать. Ресурссенчи пĕтĕм лаптăкран 90-шне /202 га/ ĕçе кĕртеççĕ".

Вун-вун çул çумкурăк çи-тĕннĕ 25 лаптăкра нумай хваттерлĕ çуртсем тунă, 18 лаптăкра 12 хваттерлĕ çуртсем хăпартаççĕ. Шупашкар хĕрринчи чылай çул усăсăр выртнă уйра Индустри паркĕн объекчĕсене çĕклеççĕ. Çавнашкал лаптăксене нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт е дача тума тÿлевсĕрех харпăрлăха параççĕ. Иккĕмĕш ыйтăва сÿтсе явма экономика министрĕн заместителĕ Инна Антонова, строительство министрĕн заместителĕ Сергей Безруков хутшăнчĕç.

Михаил СЕРЕГИН

Рубрика: