Халăхсем пĕршухăшлă пулнăран…

4 Чÿк, 2016

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре çын йышлă пухăнчĕ, унта Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа концерт-митинг иртрĕ.

Мероприятие тĕрлĕ политика партийĕн, общество пĕрлешĕвĕсен, профсоюз организацийĕсен, ĕç тата пултарулăх коллективĕсен представителĕсем, предприяти-учрежденире вăй хуракансем, студентсем, хула çыннисемпе хăнасем хутшăнчĕç. Чылайăшĕн аллинче — ялавсем, халăхсем пĕршухăшлă пулнине палăртакан плакатсем.

Уяв акцине килнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, унăн заместителĕ - "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Клементьева, ыттисем саламларĕç. Пултарулăх коллективĕсем пысăк концертпа савăнтарчĕç.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА

Рубрика: 
Теги: