Халăхсене вĕсен литературипе хаклаççĕ

16 Чÿк, 2018

Чăваш кĕнеке издательствинче черетлĕ кĕнеке — «Тÿсĕмлĕх чунра-юнра» — кун çути курчĕ. Авторĕ — Раççей Журналистсен союзĕн членĕ Валерий Алексеев.

ПИРĔН СПРАВКА
Валерий Алексеев Канаш районĕнчи Пукăртан ялĕнче çуралнă. Вăтакас Татмăшри вăтам шкул хыççăн М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1979-1987 çулсенче ЧАССР телекуравпа радиовĕн Патшалăх комитечĕн илемлĕ программăсен тĕп редакторĕнче ĕçленĕ, 1988-2002 çулсенче — «Советская Чувашия» хаçат корреспондентĕнче тата пай пуçлăхĕнче, 2002-2005 çулсенче — ЧР Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн тĕп редакторĕнче. 2006 çултанпа — Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ. Вăл — чăваш культурин деятелĕсем çинчен хатĕрленĕ документлă филь-мсен сценарийĕсен, «Чувашская кухня. Чăваш апат-çимĕçĕ», «Писатели», «Врачи», «Книга остается с нами», «Хамăр ялсем пуçтарăнсан», «Борис Алексеев: мастер сцены и общественный деятель», «Тыткăн — тертлĕ вырăн» кĕнекесен авторĕ тата пухса хатĕрлекенĕ.

— Валерий Николаевич, кĕнекен ум сăмахне Дмитрий Михлеев кинорежиссер тата писатель çырнă. <...> Дмитрий Никонорович сирĕн кĕнекене алла тытса курчĕ-и?
— Унпа мĕнле паллашнине кĕнекери «Документалист каçалăкĕ» сыпăкра çырса кăтартнă. <...>
Дмитрий Никонорович хăйĕн çырăвĕсенче пурнăçланман пĕр проект пирки ялан пăшăрханса калаçатчĕ. Эпĕ ăна хамăн «Чувашское лицо «великого немого» документлă фильм сценарине ярса панăччĕ, хавхаланса кайса Н.В.Федоров президент патне çыру та çырса пăхрĕ вăл, анчах усси пулмарĕ. Чăваш темипе ĕçлеттерес тесе Мĕтри пиччене Никита Бичурин пирки кĕнеке те ярса патăм, анчах ку тема ăна хавхалантармарĕ... Манăн кĕнекене Дмитрий Никонорович алла тытса ĕлкĕрчĕ-ĕлкĕрчех. Нумаях пулмасть Николай Ларионов журналист Минска кайса килчĕ, ун урлă парса янăччĕ. Кĕнеке ал çырăвне вăл тĕплĕн вуласа тухнăччĕ, хăй çырнă ум сăмаха темиçе хутчен хушса тÿрлеттерчĕ.
— Иккĕленÿ çук: наци культурин ыйтăвĕсене хускатнă статьясем питĕ усăллă. Эпĕ, сăмахран, «Чăвашкино» студин аталанăвне йĕрленĕ статьяна тимлесе вуларăм. Ăна истори докуменчĕсене тĕпе хурса çырнă. Мĕнле тĕллевпе пуçăнтăр çак ĕçе?
— Кĕнекери «Чăвашкино: хирĕçÿсем, чăрмавсем» статьяна çырма архивра тупăннă материалсем хистерĕç. Çÿлерех асăннă «Чувашское лицо «великого немого» киносценари çырма хатĕрленнĕ май пухнăччĕ вĕсене, тахçанах «чĕпĕтсе» тăратчĕç. <...>
Пуррине пĕтерекенсем вара питĕ маттур. Сăмахран, 70-мĕш çулĕсенчех Шупашкарти телестудие пĕр ватă хĕрарăм пырса хутаç парса хăварнă. Тахçан «Чăвашкинора» монтажницăра ĕçленĕ вăл. Фильма кĕмен ытлашши плансене /кадрсене/ пуçтарса пынă, тухса пăрахман. М.К.Антонов режиссер вĕсене çĕнĕрен çыпăçтарса телекуравпа кăтартнă, ăнлантарса пынă, анчах темиçе çул иртсен çав пленкăна вăл телестуди архивĕнче тупайман. Кăларса ывăтнă иккен ăна, ун чухнехи пуçлăхсемпе Михаил Константинович урлă пулнă та — лешсем ăна тавăрмалли май тупнă.
«Чăвашкинопа» пĕртăван Покрасс композиторсем, пĕртăван Васильев кинорежиссерсем, нумай паллă артистпа режиссер çыхăнса ĕçленĕ. Çакă киностудин шайĕ çинчен каламасть-и?
Кĕнекере Çеçпĕл Мишшин, Геннадий Воробьевăн тата ыттисен шăпине, кун-çулне тĕпченĕ. Вĕсене те, тĕпрен илсен, архив докуменчĕсене тĕпе хурса çырнă. Хăвăршăн ытларах мĕн кăсăклă пулчĕ?
— Геннадий Воробьев ачалăхĕ пирки унăн аппăшĕ Зинаида Васильевна çырса хăварнă аса илĕве архивра шыраман эпĕ, вăл ман алла ăнсăртран лекрĕ. Çеçпĕл Мишшине куçарса пытарнă пирки калакан аса илĕве Виталий Станьял «эсĕ кун пеккисене кăмăллатăн» тесе панăччĕ. Манăн тивĕç кунта çырса кăтартнинче анчах. «Çеçпĕл тăприне куçарса килмелле» тесе кăшкăракан ун чух нумайччĕ, вĕсен сăмахĕ вырăнсăр пулнине кăтартса памаллаччĕ. <...>
— Эсир — Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ. Çавна май пĕлес килет: издательство сунтăхĕнче илемлĕ литература произведенийĕ чылай-и?
— Ал çырусем упранакан тимĕр арча туп-тулли, алăкне аран-аран хирсе хупатăп, анчах пур енчен те пиçсе çитнĕ хайлав çукпа пĕрех. Сайра хутра кăна килкелеççĕ йĕркеллĕ ал çырусем. Шел, çамрăксем издательство алăкне килсе шаккама пăрахрĕç. Питĕ шухăшлаттарать çакă. Вĕсем валли ал çыру конкурсĕ те пур, çĕнтерÿçĕсене аван тÿлеççĕ, анчах ку та вĕсене питех хавхалантармасть.
Чăваш литератури питĕ пуян. Паллă çыравçăсен хальччен тухман хайлавĕсем тупăнкалаççĕ, республика тулашĕнче ĕçлесе пурăннă, эпир халиччен пĕлсех кай-ман, вырăсла çырнă чăваш çыравçисене те халăх умне кăларас пулать. Вĕсен ячĕсем справочниксенче çук, энциклопедие те сахалăшĕ кĕрсе юлнă. Çакскерсен ал çырăвĕсене тупса пичетлесси йывăр та пархатарлă ĕç. Тахçанах тухнă, кивелмен кĕнеке пирĕн мĕн чухлĕ! Çакăн йышши кĕнекесем валли «Эткер» ярăм уçрăмăр. «Ылтăн арчана» куллен тултарса пырас ĕçре пире литература тĕпчевçисем, тавра пĕлÿçĕсем пулăшасса шанатпăр. Халĕ çитес çулшăн план туса çитерес тесе тимлетпĕр. «Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ, хăюллăнрах пусасчĕ пирĕн çав тараса çине…» Хăй вăхăтĕнче Юлиан Тувим сăмахĕсене аса илтерсе çапла каланăччĕ Петĕр Хусанкай. «Халăхсен ăмăртăвĕ» паянхи пурнăçра пушшех вăйлă сисĕнет. Пирĕн те ыттисенчен юлас марччĕ.
— Паянхи авторсем ытларах мĕн çинчен çыраççĕ? Туса çитереймен çитменлĕхĕсем мĕнре?
— «Мĕн пирки» çырнине калас пулсан çак статья тулса тăкăнĕ. Кашни автор пирки уйрăммăн калама тытăнсан çакă курăнать: ача-пăча валли çыракан йышлăрах. Кун сăлтавĕ темиçе те, хăшĕсем, ман шухăшпала, литература тути-масине астивсе пăхма, ун ăслайĕсене алла илме, сасса тĕрĕслеме кĕске те «çăмăл» жанр меллĕрех тесе шутлаççĕ пулмалла. Кунта начарри çук. Хăшĕсем пĕрремĕш кĕнеке хыççăнах хăвăрт ÿссе вăй илнине куратпăр, теприсем малалла каяймасăр çултан-çул «кĕске йĕмпе» кăна çÿреççĕ. Тулли верси...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.