Хальхи вăхăтри поэзипе эстрадăна тишкерчĕç

29 Чÿк, 2018

Паян Чăваш наци радиовĕнче «Самана таппи» кăларăм черетлĕ хутчен эфира тухрĕ. Вăл — «Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕпе радио пĕрле пулса йĕркеленĕ передача. Ăна яланхиллех Рената Волкова радиожурналист тата «Тăван Атăл» журнал редакторĕ Лидия Филиппова ертсе пычĕç.

Кăларăма Анатолий Кипеч çыравçă, Альбина Юрату сăвăç, Александр Осипов музыковед хутшăнчĕç. Кăларăмра хальхи вăхăтри чăваш поэзине тата эстрадине тишкерчĕç.  

Пирĕн халь чăваш рэпĕ те, джазĕ те пур. Çав вăхăтрах сăпайлăх пулмалла. Тата чĕлхене пĕлни. Çак шухăша палăртрĕç радиокăларăма хутшăннă экспертсемпе передача ертÿçисем. 

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас