«Хама сусăр теместĕп»

9 Çурла, 2018

Илья Паргеев çар госпиталĕнче тăна кĕнĕ. Пилĕкрен аяларах нимĕн туйманни сисчĕвлентернĕ ăна, ура çине тăма хăтланнă... анчах кăлăхах. Ури пачах итлемен çамрăка. Юнашар амăшĕ хурлăхлăн ларнă, ывăлĕнчен вăрттăн куççульне шăла-шăла илнĕ. 18 çулта çеç вĕт-ха вăл! Малашне епле пурăнĕ? Нивушлĕ сусăрланса юлĕ? Тухтăрсем çăлса хăварайĕç-ши?

Инкек куçа курăнса килмест

...Муркаш районĕнчи Итакачкассинче салтак юрри янăранă, мăйĕнчен ал шăлли çакнă Ильяпа тус-юлташĕ, çывăх çыннисем çулталăклăха сыв пуллашнă. Каччă ачаранах чăн-чăн арçын пулма ĕмĕтленнĕ, спортпа туслă пулнăскер шкул саккипе сыв пуллашсанах çар ретне тăмашкăн повестка илнĕ. «Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килмелле пултăр», — пиллесе ăсатнă ашшĕ-амăшĕ ывăлне. «Çулталăк хăвăртах иртсе кайĕ, сиссе те юлаймăр. Часах тăван тăрăха таврăнăп», — тенĕ Илья çывăх çыннисене ыталаса. Вăл Екатеринбург хулинчи чаçе, тип çĕр çарĕсене лекнĕ. Салтак пурнăçĕ хăй еккипех пынă. Сакăр уйăх хыçа юлнă, Илья режима хăвăрт хăнăхса çитнĕ. Киле таврăнмалли кунсене шутланă. Анчах шăпан усал вăййи каччăн ĕмĕчĕсене татнă... «Инкек куçа ку-рăнса килмест çав. Хамăн айванлăхпа айăпа пулах сусăрлантăм. Çурăм шăммине амантнă хыççăн тÿрех госпитале илсе кайнă мана, операци тунă. Эрнерен тепĕр операци иртрĕ. Шурă халатлисем вăхăт иртсен ура çине тăма пултарасси пирки каланăччĕ, хальлĕхе нимĕн те улшăнмарĕ», — калаçрĕ тăхăр çул кÿмепе çÿрекенскер. Госпитале лексен ашшĕ-амăшне кулянтарас мар тесе тÿрех шăнкăравламан вăл. Темиçе кунран тухтăрсем Паргеевсемпе çыхăнса инкек пирки пĕлтернĕ. Çывăх çыннисем çийĕнчех çула тухнă. Ашшĕ хуçалăха тытса пымашкăн яла таврăннă, амăшĕ ывăлĕ çумĕнче тăватă уйăх пулнă. Малтанхи вăхăтра вăл пĕрмай йĕнĕ. Илья чунне хытарса туйăмĕсене кăтартман. Малашне епле пурăнасси пирки шухăшланă вăл, шăпа çапла çаврăнса тухасса пĕлмен-çке яш. Пĕтĕм ĕмĕт-тĕллев кантăк пек чăл-пар! саланнă. Çапах хăйне алăра тытма тăрăшнă, пуçа усман. Тус-юлташĕ те хĕсметри пирки манман, инкек çинчен пĕлсен операци валли укçа-тенкĕ пухса пулăшнă.

Талăкĕпех кÿмере

«Яла таврăнсан килтен тухмасăр пурăннă теместĕп, юлташсем тăтăшах килсе çÿрерĕç, уçăлма тухаттăм. Вĕсем хавхалантарма тăрăшатчĕç. Манăн, çамрăкскерĕн, часах ура çине тăрас шухăш çирĕпчĕ», — каласа кăтартрĕ шанчăка çухатманскер. Чунпа хуçăлман вăл, хуйха путман, ларса йĕрес кăмăл пулман. Алăпа çÿретмелли автомобиль туяннă, унпа Шупашкара, ытти хулана çитсе килнĕ. Паллах, талăкĕпех кÿмерен уйрăлма май çукки пăшăрхантарнă, пÿлĕмре чухне вăл сĕтел-пуканран тытăнса утма та хăтланнă... «Веçех хăвăнтан килет. Массаж тумалла, урана хускатмалла...» — тухтăрсен сăмахĕсене асра тытнă каччă. Унăн килте ларса вăхăта усăсăр ирттерес килмен.
Сусăрсем валли бадминтон спорчĕ пуррине пĕлсен Илья хавхаланнă, пĕлĕшĕпе Шупашкарти спортпа адаптаци шкулне çул тытнă. Пĕрремĕш заняти хыççăн бадминтон ача-пăча вăййи евĕр туйăннă ăна. Ăмăртусене хутшăнса наградăсем çĕнсе илме пуçласан вара хавхалану çуралнă. Медальсем те чылай — алла яхăн пухăннă. Спортра çитĕнÿсем тунине кура кăçалтан Ильяна Раççейĕн парабадминтонистсен пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Тĕнче чемпионачĕсене хутшăнаканскер кăçалхи пуш уйăхĕнче Испание çитсе килнĕ. «Спорт хутшăнмашкăн, çĕнĕ çынсемпе паллашма, тĕнче курма май парать. Çав хĕвеллĕ кун адаптаци шкулне кайман тăк халь мĕнле пурăнăттăмччĕ- ши? Бадминтонла выляни, хускални сывлăха та лайăх витĕм кÿрет, виçĕ çул каялла урана чĕркуççи таран туйма пуçлани те çакăнпа çыхăннă- тăр», — терĕ каччă шухăшлăн.  Малалла вулас...
 

Нина ЦАРЫГИНА.
Илья ПАРГЕЕВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.