Хамăрăн тавар лайăхрах

"Аккондмолоко" пĕрлĕх /Тăвай районĕ/ 3-мĕш кварталта инвестици проектне пурнăçласа сĕте ПЭТ- савăта тултаракан тата услам çу производствин çĕнĕ корпусне хута янă. Паян унăн ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.

Пĕрлĕх директорĕ Александр Ананьев пĕлтернĕ тăрăх - производствăра хамăр тăрăхра туса илнĕ сĕтпе усă кураççĕ. Талăкра 80 пин тоннă чĕр тавара тирпейлеççĕ, 30 тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ. "Сирĕн тавар пысăк пахалăхлă, халăх ăнă юратса туянать. Районта çакăн пек производство хута кайни хушма ĕç вырăнĕсем туса пачĕ, налук хывакан çĕнĕ лапам пулса тăчĕ, - терĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ коллективпа тĕл пулчĕ, çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

www.hypar.ru
Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас