Хăнасене Чăваш Енре килĕшнĕ

25 Çурла, 2014

«Чăваш вăрманĕ» наци паркне çак кунсенче Германирен экологипе географи специальноçĕсемпе пĕлÿ илекен студентсен пĕр ушкăнĕ çитсе курнă.

Ют çĕр-шыв хăнисем - Веймар, Маргбург, Галле-Витенберг, Бинген-ам-Райн хулисенчи университетсен студенчĕсем, Лозан университечĕн преподавателĕ. Вĕсем Чăваш Ене Пĕтĕм тĕнчери çуллахи «Экологи тĕпчевĕсем» тата «Тюркологи: чăваш культури тата чĕлхи» географи шкулĕсене хутшăнма килнĕ.

Çуллахи шкулăн программинче «Чăваш вăрманĕ» наци паркне çитсе курасси те пулнă. Студентсене уйрăмах Раççейри çирĕп сыхлакан территорисем интереслентернĕ. «Чăваш вăрманĕнче» çут çанталăка епле упранипе, халăха экологи пĕлĕвĕ панипе тата çут çанталăкри канăва йĕркеленипе паллашнă. Ют çĕр-шыв ачисене наци паркĕн историйĕ те, çут çанталăк палăкĕсем те кăсăклантарнă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç турист маршручĕсем, вырăнти çамрăксен канăвĕ пирки ыйтусем панă. Студентсем хăйсем те туризмпа, спортпа интересленеççĕ-мĕн, çул çÿреме кăмăллаççĕ. Вĕсем Чăваш Енри çут çанталăкпа кăна мар, чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, пурнăçĕпе те паллашнă. Наци паркĕнчи экологи сукмакĕсемпе те утса тухнă. Хăнасене пуян ÿсен-тăран тĕнчи тыткăнланă. Çул çÿревçĕсем вăрманти сиплĕ курăксемпе вĕретнĕ чей ĕçнĕ, пыл çинĕ. Студентсем хăйсене Чăваш Республикинче ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн чĕререн тав тунă.

А.ГРОМОВА

Рубрика: