Хапӑл турӗҫ уява

8 Çĕртме, 2019

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑри чылай районта ҫӗр ӗҫченӗн тӗп уявӗсенчен пӗрне Акатуя паллӑ турӗҫ. Шупашкар районӗн халӑхӗ черетлӗ ҫак праҫнике Атайкасси ялӗнче пухӑнчӗ.

Ҫӗр ӗҫченӗсем ҫуракине вӑхӑтра та ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламлама Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Альбина Егорова, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ ыйтусен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев килсе ҫитрӗҫ. Кӑҫалхи Акатуйра ял тӑрӑхӗн администрацийӗсем хӑйсен картиш-лапамне Раҫҫейри Театр ҫулталӑкне халалларӗҫ.   

Альбина ЕГОРОВА, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ:
- Авалтанпах пыракан ырӑ йӑла-йӗрке хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ хӑват илсе пырать. Ҫамрӑксем те уява йышлӑн хутшӑнни савӑнтарать. Ял тӑрӑхӗсем кӑсӑклӑ, илемлӗ композицисем йӗркелени, вӗсен тӗрлӗ енлӗхӗ уява тата пуянлатать. Ӗҫ ҫыннин канма та, савӑнма та пӗлмелле. Хавхалану илсен вӑл тата тӑрӑшарах ӗҫлӗ. Ҫакна шута илсе паянхи праҫникре чылай ҫынна тӗрлӗ наградӑпа чысланине ырласа йышӑнатăп.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ӳкерчӗкӗсем.

Комментари хушас