Хăравçă хоккейла вылямасть!

25 Раштав, 2014

Коньки çине тăрар, клюшка тытар

Декабрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра федерацин Атăлçи округĕнче ачасемпе çамрăксен хоккейне аталантарас енĕпе ĕçлекен попечительсен канашĕн йĕркелÿ ларăвне хутшăннă, ăна Михаил Бабич полпред ертсе пынă.

Пухăннисем канаш ĕçне йĕркелессипе, ачасен хоккейне пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. «Кунта хоккейпа туслă çынсем пухăннă. Пирĕн паянхи тĕллев - йĕркелÿпе çыхăннă йышăнусем кăна мар, хамăрăн ресурссемпе туллин усă курмалли, хоккей кашни района, шкула, картише çиттĕр тесе пурнăçламалли ĕçсем те», - тенĕ Михаил Бабич.

Ларура округра ачасемпе çамрăксен хоккейне аталантарас тĕллевпе катоксене туллин инвентаризациленине, çĕнĕ спорт объекчĕсен строительствин планĕсене йышăннине палăртнă. Апрельте РФ Президенчĕн округри полномочиллĕ представителĕ Раççей Хоккей федерацийĕн президенчĕпе Владислав Третьякпа тата Пĕтĕм Раççейри çамрăк хоккеистсен «Ылтăн Шайба» клубĕн президенчĕпе Владимир Петровпа çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан виçĕ енлĕ килĕшĕве алă пуснă. Попечительсен канашне, йĕркелÿ комитетне, ачасен хоккейне пулăшакан дирекцие йĕркеленĕ, тивĕçлĕ мероприятисене палăртнă. 2014-2015 çулсенчи сезонра Атăлçи округĕнчи А.В.Тарасов ячĕллĕ «Ылтăн Шайба» ăмăртусене ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ. Çав вăйăсене 1,6 пине яхăн команда, 28 пине яхăн спортсмен хутшăнĕ.

Чăваш Республикинче çамрăк хоккеистсен çак ăмăртăвĕсем 2004 çултанпа иртеççĕ. Республикăри тупăшу çĕнтерÿçисем округри финал ăмăртăвĕсен 3-мĕш тапхăрне хутшăнаççĕ. Паянхи кун Чăваш Енре муниципалитетсен шайĕнче уçă 60 яхăн каток ĕçлет. Тата - тăрăллă виçĕ пăр кермен. 2015 çулта Шупашкарти «Олимпийский» стадионта 7,5 пин куракана йышăнма пултаракан пăр кермен строительстви вĕçленмелле. Унсăр пуçне Канаш тата Улатăр хулисен администрацийĕсем тăрăллă катоксен строительствин проектпа смета документацине хатĕрленĕ. Кашнин хакĕ - 160 млн тенке яхăн.

 

Н.АНДРЕЕВ

www.kumertau.ru сăнÿкерчĕкĕ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.