Хастар та хăюллăччĕ пирĕн Вера!

10 Кăрлач, 2017

Пултаруллă спортсменка — Каçал мухтавĕ

Кивĕ сăнÿкерчĕкри çак хĕре чылайăшĕ палласах та каймасть пулĕ. Хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарнисем, тен, ăна аса илеççех. Каçал тăрăхĕнче вара Вера Черновăн ятне илтмен-пĕлмен çын та çук. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăм йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕн, Универсиада тата Пĕтĕм тĕнче вăййисен çĕнтерÿçипе, РСФСР чемпионкипе епле мухтанмăн! Пирĕн çĕршыври иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчи чи пултаруллă йĕлтĕрçĕн, шел те, кун-çулĕ кĕске пулнă: вăл 24 çултах çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Вулакана унпа тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе спортсменкăн тăван ялне — Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăка — çитсе килтĕмĕр.

Укăлча карти урлă сиксе каçатчĕ

Ман умра — дипломсемпе хисеп хучĕсем. Вĕсене çĕнсе илессишĕн вăй-халне шеллемен, паллах, Каçал хĕрĕ. Сарăхма пуçланă хутсенче спортсменкăн пурнăçĕнчи чи хĕрÿ саманчĕсем çырăнса юлнă. Çавăнпа кашнине тытса пăхас, вĕсен асамлăхне туяс килчĕ. Акă ЧАССР Çутĕç министерстви маттур хĕрачана 1959 çулта республикăри шкул ачисен хĕллехи спартакиадинче 5 километрлă дистанцире иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн панă Хисеп хучĕ — пирвайхи чи пысăк наградăсенчен пĕри ку. Акă тата: 1961 çулта СССРти спорт обществисемпе организацийĕсен пĕрлешĕвĕн тĕп канашĕ çĕршыв ăмăртăвĕнче пĕрремĕш пулнă студенткăна дипломпа чысланă. РСФСР халăхĕсен спартакиадинче çĕнтернине ĕнентерекенни, Пĕтĕм Союзри хĕллехи спорт вăййисенче виççĕмĕш пулнине çирĕплетекенни тата ыттисем те. Вера Черновăн хастарлăхĕпе паттăрлăхне кăтартакан хутсем хушшинче РСФСР чемпионĕн хăйăвĕ те пур.

— Ăна алла илсен пĕтĕм ÿт-пÿ çÿçенсе илет, куç та шывланать. Ман ума вĕлкĕшекен çÿçлĕ аппа тухса тăнăнах туйăнать, — терĕ Вера Крылова, ылтăнран та паха япаласен управçи. — Аппан йĕлтĕрĕпе спорт тумĕ те пирĕншĕн реликви вырăнĕнче. Шел те, унăн наградисем тĕрлĕ сăлтава пула çухалса пĕтрĕç. Пĕри илсе кайрĕ, тепри... Анчах каялла тавăрса памарĕç, — хурланса пĕлтерчĕ вăл.

Вера Ивановна — спортсменкăн пиччĕшĕн хĕрĕ. Чылай çул ялти шкулта пуçламăш классене вĕрентет. Чăннипе, аппăшне сума суса ăна унăн ятне панă. «Хăшне хытăрах юрататăн, çавăн ятне пар», — тенĕ йăмăкĕсем тин çуралнă пепкен ашшĕне. Çапла вара, Чурачăкра тепĕр Вера Чернова «тупăннă». «Аппа вилнĕ çул эпĕ иккĕри ача кăна пулнă. Яла килсен яланах манпа вылятчĕ теççĕ çывăх тăванăмсем. Унăн ятне эпĕ ачаран асра тытнă. Ăна асăнса ирттерекен турнирсене хутшăннă чух ял-йыш: «Эсĕ — Вера Чернова, санăн çĕнтермелле», — тетчĕ кашнинче. — Мала тухайман пулин те хĕпĕртеттĕм», — иртнĕ вăхăтшăн тунсăхлани сисĕнчĕ ун калаçăвĕнче.

Вера Крыловăн пиччĕшĕ, Комсомольски район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Евгений Чернов та ăна ăшшăн аса илет. «Эпĕ ăна икĕ-виçĕ хут кăна курнă. Çĕршывăн пĕрлештернĕ командинче тăраканскерĕн яла килсе çÿремешкĕн вăхăчĕ сахалрах пулнă çав. Килсен те 4-5 кун кăна пурăнатчĕ те хулана тухса вĕçтеретчĕ. Йывăçран ăсталаса тунă «штангăна» йăтатчĕ, ирхине тренировка ирттеретчĕ», — терĕ вăл. Аппăшĕ ача чухне питĕ хастар пулнине палăртаççĕ тăванĕсем. Хăюллăскер арçын ачасенчен те хăраман, вĕсемпе кĕрешме те вăйĕ çитнĕ. «Пĕррехинче çакнашкал ĕç те пулса иртнĕ. Пахчара кăкарса хунă пăру вĕçерĕнсе тырă ани çине кĕрсе каять. Ăна уй хуралçи ярса тытать те çавăтса кайма пуçлать. Çакна Вера, 7-8 çулсенче пулнă ун чухне вăл, курах каять. Шухăскер килтен çĕçĕ кайса илсе вĕренне касса ярать: пăрăвĕ — пĕр еннелле, хăй тепĕр еннелле тапса сикет тет», — йăл кулчĕ Евгений Иванович.

Кунашкал ĕç-пуç пĕрре мар пулса иртнĕ иккен хĕрачапа. Вăл яланах хăйĕн маттурлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. «Вера пусма тăрăх кушак пек йăпăр-япăр хăпарса ачана çĕклесе аннине те каласа паратчĕ анне. Ирхине тренировкăна тухсан укăлча карти урлă яшт! сиксе каçатчĕ тетчĕç пирĕн кас хĕрарăмĕсем», — хĕпĕртерĕ Вера Ивановна калаçăва малалла тăснă май.

Спортсменка çуралса ÿснĕ килте халĕ унăн пиччĕшĕн арăмĕ кăна пурăнать. Вăл та ăна темиçе хут çеç курнă, çапах мăшăрĕн йăмăкне асрах тытать. Вера ĕçлеме юратни, хуçалăхра пулăшни çинчен калать. Ăна йĕлтĕрпе çÿремешкĕн велветка та çĕлесе панă иккен вăл. Анчах та тăванĕсене спортсменкăна аса илмешкĕн питĕ йывăр пулнă. Ун çинчен калаçма пуçласанах амăшĕ йĕме тытăннă. Хĕрĕ çамрăклах вилни унăн чунне ĕмĕрлĕхе суранлатнă ахăртнех. Çавăнпа ытлашши сăмах хускатман, амăшне кулянтарас темен.

Чуна хĕмлентерекен йĕркесем

Тăванĕсем каланă тăрăх — район музейĕнче спортсменкăна халалланă ятарлă кĕтес пур. Унта унăн сăнÿкерчĕкĕсем, чемпион хăйăвĕсем упранаççĕ. Ялти шкулта ун пурнăçĕпе паллаштаракан стенд çакăнса тăрать. «Вера Чернова 1941 çулта Аслă Чурачăк ялĕнче çуралнă. Анчах унăн кун-çулĕ кĕске пулнă. Апла пулин те унăн хастарлăхĕ, ĕçĕ, спорта килĕштерни, ăна чунтан парăнни паха тĕслĕх пулса тăрать. Çитĕнÿсем нихăçан та çăмăл килмеççĕ. Вера вара вĕсемшĕн вăйне, вăхăтне шеллемен. Шкулта вĕреннĕ чухнех темиçе хутчен те район чысне велосипедпа, йĕлтĕрпе тата çуран чупассипе республика ăмăртăвĕсенче хÿтĕленĕ. Пĕрре кăна мар çĕнтерÿпе таврăннă.

1959 çулта вăтам шкул хыççăн вăл Омскри физкультура институтне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курсра чухне РСФСР спартакиадин финалне хутшăнма тивĕç пулнă. Унта Вера старта виçĕ хутчен тухнă, виççĕшĕнче те çĕнтернĕ. Çамрăк йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче 5 çухрăмлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе вăл СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Малалла — Мурманск, çĕршывра мала тухассишĕн пыракан ăмăртусем. Вера 5 çухрăма чупса каллех пĕрремĕш вырăн йышăнать. Чăваш хĕрĕсенчен ку таранччен кунашкал пысăк çитĕнÿ тăваканни пулман. Икĕ çул хушшинче район чемпионĕнчен — çĕршыв чемпионне.

1962 çул. Швейцари. Вера пĕрремĕш хут ют çĕршыври ăмăртусене хутшăнать. Тепĕр çул РСФСР чемпионатĕнче çĕнтерет: эстафетăра ылтăн медаль çĕнсе илет. СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ З.Болотова Чурачăк шкулне янă çырура ун çинчен çапла каланă: «Вера была сильнейшей в мире. Ее трудолюбие является примером любой спортсменке, которая стремится стать сильнейшей лыжницей». Еплерех хăюллă та маттур пулнă пирĕн Вера!» Кусем — кăмăл-туйăма çĕклекен, чуна хĕмлентерекен йĕркесем. Ăна вуласан ентешĕн сăнĕ куç умне тухать.

Акă тепĕр тĕслĕх. «На веранде стоят ее лыжи, камышовые палки... В комнате висит тренировочный костюм. На видном месте — награды... Их много. Они — память о победах на соревнованиях. Кажется, вот-вот появится и сама Вера. Оденет спортивную форму, возьмет лыжи, улыбнувшись, помашет рукой — ждите, скоро приду! — и отправится на тренировку. К стартам нужно готовиться упорно. Нынешний зимний сезон особенный: состоится спартакиада народов СССР... Но эту стройную, высокую девушку из деревни Чурачики уже никогда не вызовут на линию старта. Жизнь ее оборвалась трагически. 24 года — это цветущая молодость, учеба, работа, любовь... Не многим удается сделать в эти годы что-то значимое. А Вера Чернова штурмовала спортивные вершины и с удивительной быстротой достигла успехов», — ăшшăн та хурланса çырнă СССР спорт мастерĕ Аркадий Улангин 1965 çулта «Молодой коммунист» хаçатра пичетленнĕ статйинче. Аркадий Григорьевич ăна питĕ хисепленĕ, унпа çыхăну тытнă. Вăл тăрăшнипех хăй вăхăтĕнче Вера Черновăна асăнса турнир ирттерме пуçланă.

Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ

—Верăпа эпĕ 1957 çулта Аслă Чурачăк шкулне çÿреме пуçласан паллашрăм, — пирĕн калаçăва хутшăнчĕ Вăрманхĕрри Чурачăкра пурăнакан Вениамин Белков. — Эпир унпа виçĕ çул пĕрле вĕрентĕмĕр. Вăл ман хыçри парта хушшинче ларатчĕ. Шухăскер шÿтлеме те юрататчĕ. Пĕрре çапла ман дневнике илчĕ те вĕрентекен пек «2» паллă лартса тухрĕ. Çакăншăн эпир унпа çапăçсах кайрăмăр. Вăл маттур та пултаруллă хĕрачаччĕ, шкулта лайăх вĕренетчĕ. Александр Казаков учитель ирттерекен физкультура урокĕсене хаваспах çÿретчĕ. Спортпа туслă пулнăран районти ăмăртусене пĕрле хутшăнаттăмăр. Йĕлтĕрпе питĕ вăйлă чупатчĕ, кроссенче яланах малтисен ретĕнчеччĕ. Эпĕ те унран юлмастăм. Пĕррехинче шкула çĕнĕ йĕлтĕрсем илсе килчĕç: чи лайăх спортсменсем тесе пĕрне — ăна, теприне мана пачĕç. Çав тери савăннăччĕ эпир. Кунашкал чаплă йĕлтĕр пирĕн халиччен пулман-ха та. Хăюллăскер яшсемпе тан тупăшатчĕ, унран кÿршĕри Урмаел ачисем те тĕлĕнетчĕç, — иртнине кăмăллăн аса илчĕ Вениамин Васильевич. Сăмах май, вăл та республикăра паллă атлет пулнă. Чăваш Енпе çĕршыв чемпионачĕсен çĕнтерÿçи /1967/ Смоленскри физкультура институтĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарти спорт шкулĕнче тата ялти вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ.

— Çав тапхăрта эпир, çамрăксем, вĕренес тесе ăнтăлнă, мал ĕмĕтлĕ пулнă. Пур ĕçе чунтан тунă. Кашни кун мĕнле кĕнеке вуланипе кăсăкланаттăмăр, интереслисене сÿтсе яваттăмăр. Вера та алла аттестат илсен Омскри физкультура институтне вĕренме кĕчĕ, эпĕ те унран юлмарăм — Омскри техника училищинче пĕлÿ илме пуçларăм, — калаçу çăмхине сÿтрĕ Вениамин Белков. — Унтанах вăл мана салтака ăсатса ячĕ. Хĕрлĕ çарта чухне эпир пĕр-пĕрин патне çыру çÿрететтĕмĕр. Вера хăйĕн çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлтеретчĕ, эпĕ салтак пурнăçĕ пирки çыраттăм. Каярах вăл çĕршывăн пĕрлештернĕ командин йышне кĕчĕ. Спортсменсен пушă вăхăт сахалрахчĕ пулин те Шупашкара час-час килсе каятчĕ, ун чухне урамра уçăлса çÿреттĕмĕр. Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ унăн. Шел те, пурнăçланаймарĕç вĕсем.

Чи паха парне — йывăç йĕлтĕр

Черновсем питĕ ĕçчен те тăрăшуллă çемье пулнă. Иосиф Николаевичпа Варвара Даниловнăн хуçалăхĕ çирĕп пулнăран колхоза кĕме васкаман, çавăнпа вĕсене кулаксен йышне кĕртсе Çĕпĕре ăсатма пултарнă. Телее, шăпа çăлнă çак хуйхăран. «Асатте ăста платник пулнă, хăй ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ пÿрт-çурт хăпартман пулĕ вăл. Асаннепе вĕсем пĕр ывăлпа тăватă хĕр çуратса ÿстернĕ. Ачисем ăслă та пултаруллă çынсем пулса çитĕннĕ. Атте, Иван Иосифович, колхоз председателĕнче ĕçлерĕ. Унăн икĕ йăмăкĕ, Лисукпа Улькка, çамрăклах çерем çĕр уçма тухса кайнă: пĕри темиçе çул каялла вилчĕ, тепри Челябинск облаçĕнче пурăнать. Зина аппа — художник, чылай çул Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшрĕ. Вера аппана спортсмен пулма турă пилленĕ», — паллаштарчĕ Вера Крылова.

Паллă спортсменкăн йăмă­кĕпе, Шупашкарта пурăнакан Зинаида Иосифовнăпа телефонпа çыхăнтăм. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл:

— Вера 6-мĕш класранпах районти ăмăртусене хутшăнатчĕ, медальсем çĕнсе илсен çав тери хĕпĕртетчĕ. Атте йывăçран йĕлтĕр ăсталаса парсан савăнăçăн чикки те çукчĕ, чи паха парнеччĕ уншăн. Ача чухнех спортсмен пулма ĕмĕтленетчĕ вăл. Германпа Лидия Ксенофонтовсем хавхалантарнипех вăл физкультура институтне вĕренме кĕчĕ. Унăн çĕнтерĕвĕсемпе çитĕнĕвĕсем çинчен радиопа тата хаçат урлă пĕлеттĕмĕр. Ун чухне пирĕн республикăра Вера Чернова чемпионка пурри çинчен пĕлсех каймастчĕç: Чăваш Ен спортсменки мар тетчĕç. Спорт карьерине вĕçлесен аппа Шупашкара таврăнма шухăшлатчĕ, ăна педагогика институтне ĕçлеме чĕнетчĕç. Тăван яла килсех çÿретчĕ вăл. Хĕрÿ тапхăрта сайрарах кураттăмăр ăна, çулла вара 2-3 эрне те пурăнатчĕ. Ялта та спорт çинчен манмастчĕ — тренировка ирттеретчĕ, чупатчĕ, кире пуканĕ йăтатчĕ. Анне вара уншăн питĕ пăшăрханатчĕ, инкек-синкек пуласран шикленетчĕ. Ют çĕршыва тухса каяссинчен чун çукчĕ ун. Ăна юлашки çула ăсатма та каяймарĕ, ватă çыншăн инçе çул çÿресси çăмăлах марччĕ, — чунне уçрĕ Зинаида Чернова. Вăхăт сиплет теççĕ те, тăванĕсем паянхи кун та çывăх çыннине хумханмасăр аса илеймеççĕ.

Чемпионсемпе çума-çумăн

Вера Чернова чăваш спортсменĕсенчен СССР чемпионĕ ятне пĕрремĕш тивĕçнĕ çын, пирĕн­нисенчен унччен никам та ют çĕршывсене тухса çÿремен. Вăл çĕршыври чи паллă та чи вăйлă йĕлтĕрçĕсемпе пĕрле вун-вун ăмăртăва хутшăннă. Олимп чемпионкисем А.Колчина, М.Гусакова, К.Боярских, СССР чемпионки Р.Ачкинăпа А.Варенова тата пирĕн ентеш хăй вăхăтĕнче çума-çумăн тăрса старта тухнă. 1962 çулта Швейцарире иртнĕ Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче Вера, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр /ăмăрту вăхăтĕнче унăн йĕлтĕрĕ хуçăлнă пулнă/, Л.Жадаевăпа тата Ф.Файзрахмановăпа пĕрле эстафетăра çĕнтерме пултарнă. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăм йĕлтĕрçĕсен турнирĕнче те, Пĕтĕм тĕнче вăййисенче те Каçал хĕрĕ çĕршыв ятне яман.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче йĕлтĕрçĕсен команди çĕршыври чи паллă клубра — ЦСКАра — хатĕрленнĕ. Вĕсене çав тапхăрти чи сумлă тренер, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Зоя Болотова хăйĕн хÿттине илнĕ. Вăл ертсе пынипех 1965 çулта çамрăк спорт­сменсем тĕнче ăмăртăвне хатĕр­леннĕ. Анчах пирĕн Верăна унта хутшăнма турă пиллемен.

Институтран вĕренсе тухсан /1963/ Вера Мускавра пурăннă. Юлашки хут вăл тăван тăрăха 1965 çулхи август уйăхĕнче килсе кайнă. Тепĕр темиçе эрнерен Омска вĕçнĕ: унта ăна операци тумалла пулнă, анчах операци вăхăтĕнче вăл вилсе кайнă. Пултаруллă йĕлтĕрçе унти масарах пытарнă. Тăванĕсем малтанхи çулсенче вилтăпри çине кашни çулах кайса тăнă. Вăхăт иртнĕçемĕн унта çитме йывăрлансах пынă. «Вилтăпри çине лартнă тимĕр палăк та çĕрсе пĕтрĕ пулĕ. Аппам пиртен уйрăлса кайнăранпа 50 çул çитрĕ. Совет тапхăрĕнче ăна студентсем пăхса тăратчĕç, яланах тирпейлĕччĕ унта. Халĕ вилтăприне те шыраса тупас çук пулĕ», — хурланчĕ Зинаида Иосифовна.

Темиçе çул каялла Аслă Чурачăк каччи Омскра службăра тăнă чух Вера Чернова вĕреннĕ института кĕрсе курнине, стенд çинче пирĕн ентешĕн сăнÿкерчĕкĕ çакăнса тăнине пĕлтерчĕç Черновсем. Паян та пур-и вăл унта — калама йывăр. Омск çыннисем ку тăрăхра çунат сарса çĕкленнĕ паллă спортсменкăн ятне халĕ те асра тытасса шанас килет.

Унăн ятне асра тытаççĕ

1965 çулхи раштавра Шупашкар спортсменĕсем Вера Черновăна асăнса ăмăрту пуçарса янă. Атăл хĕрринчи хулара 2-3 çул йĕркеленĕ хыççăн турнирăн адресĕ улшăннă: ăна паллă йĕлтĕрçĕн тăван ялĕнче — Аслă Чурачăкра — ирттерме пуçланă. Унтанпа миçе çул хыçа юлнă. Паян та унăн ятне асра тытса Каçалсем йĕлтĕрçĕсен стартне тухаççĕ. Çак тапхăр хушшинче миçе çын йĕлтĕр çине тăрса çĕнтерÿçĕ пулса тăман пулĕ, миçе спорт­смена çитĕнтермен пулĕ çак ăмăрту?! Сăмахран, ку турнирта темиçе хут та мала тухнă Маргарита Мальстрем СССР чемпионатĕнче çĕнтернĕ, Дина Григорьева ветерансен хушшинче тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.

Аслă Чурачăк шулĕнче вĕренекенсемшĕн вара ку ăмăрту чи пĕлтерĕшли пулса тăнă. «Пирĕн яшсемпе хĕрсем унта кашни çул хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Шкултан вĕренсе тухнă Регина Никифорова, Катя Кадыкова, Евгений Франк, Динар Гайнулов тата ыттисем йĕлтĕрпе чупса район чемпионĕн ятне тивĕçрĕç», — пĕлтерчĕ физкультура учителĕ Валерий Плешков. Пĕлÿ çуртĕнче паян та маттур йĕлтĕрçĕ сахал мар. Вĕсем те Вера Чернова пек тĕрлĕ турнирта пĕрремĕш пулма тăрăшаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.