«Хастарланнипе» кăна инçе каяймăн

31 Пуш, 2015

Пытармастăп, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн эрнекун иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче журналистсем тунсăхларĕç теме те юрать. Кашнинчех хивре калаçу пулаканччĕ, ку хутĕнче вара сенсаци йышши тĕслĕхсем пулмарĕç, хыснана хăйĕн кĕсйипе арпаштарнă чиновниксен, эпир пĕлменнисен, хушамачĕсем янăрамарĕç... Çапах хăшпĕр саманта çырса кăтартни кирлех.

2014 çулта коррупципе кĕрешсе пурнăçланă ĕç çинчен республика прокурорĕн заместителĕ Александр Григорьев, Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов, шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Андрей Тимофеев докладсем турĕç. Йĕркене пăсни - халиччен пулнă йышши тĕслĕхсемех: патшалăх тата муниципалитет службинчи çынсем тупăш-тăкак пирки тĕрĕс мар кăтартусем параççĕ, службăран кайнă хыççăн коммерци тытăмĕсем ĕçе йышăнсан çакăн пирки евитлемеççĕ тата ыт.те. Коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхсем çинчен Следстви комитечĕ пĕлтĕр 409 пĕлтерÿ илнĕ. Ку виçĕмçулхинчен 29% сахалрах. Анчах пуçарнă уголовлă ĕçсен шучĕ чакман - çав шайрах. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.