Хăвăлçырма: Кĕтне ытарĕнчи ял

29 Çу, 2014
Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв,
Аякра-ши, çывăх-ши?
Аякра та, çывăх та –
Каласа парам, тăхта... –

Петĕр Хусанкайăн çак йĕркисемпе пуçлас килет хамăн тăван кĕтес çинчен çырнă хайлава. Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма – тăван ялăм. Тĕнчипе те чи илемли тесе пĕр иккĕленмесĕр калатăп. Кашни çыншăнах чун юратнă кĕтес – çуралса ÿснĕ ял (е хула).

Хăвăлçырмара 5 кас: Тĕп урам, Кив кас урамĕ, Калинин, Турчка, Улăх, Кÿлĕ тата Çамрăксен урамĕсем. Кашни касрах çÿл- лĕ йывăçсем пĕлĕте ярса тытасла кармашаççĕ. Урамсем ешĕл çеремпе витĕн- нĕ. Çуртсем капмар, илемлĕ. Кил-çурт умĕнче чечексем ÿсеççĕ, çанталăк кĕр енне сулăнсан çеçкесем илемĕпе куçа йăмăхтарса кăмăла савăнтараççĕ.

Ял сăн-сăпачĕ улшăнать. «Кăвак çулăмпа», шыв пăрăхĕпе тĕлĕнтереймĕн халĕ. Çамрăк мăшăрсем çĕнĕ пÿртсене кирпĕчрен купалама тăрăшаççĕ. Кил-çурт техникипе, янăçăвăн çĕнĕ технологийĕ-семпе анлăн усă курнăран çуртсем хăтлă та меллĕ – хуларинчен кая мар. Сывлăшĕ вара – уçăрах те сиплĕрех.

Хăвăлçырма пуçланса кайни

Патша саманинче пирĕн ял Теччĕ уесĕнчи Каркалар вулăсне кĕнĕ. Унăн историне никам та тĕпчемен, çырса хăварман. Тĕрлĕ сăмах çÿрет ял пуçланни пирки. Пĕрисем ял çумĕнчи çырма хăвăл пулнăран мар, хăва вăйлă ÿснĕрен çак ят тухнă теççĕ. Ял вырăнĕнчи çăра хăвалăха пула апла. Тĕрĕссипе, Хăвăлçырма мар – Хăваçырма темелле пулнă имĕш.

Теприсем çырма хĕррине вырнаçнăран тухнă «хăвăл» ят тесе çирĕплетеççĕ. Вырăсла – Кушелга. Çакна та тĕрлĕрен ăнлантаракан пур. Ватăсенчен хăшĕсем тутар сăмахĕ тесе те калаççĕ. «Куш» тени – чăвашла «пушă», «елга» – «йăл, çырма» тенине пĕлтерет. Урăхла ĕнентерекенсем те пур. «Куш» сăмах тепĕр майлă «кай» (кай кунтан) тесе куçать – ял ятне çавăнпа «кай, çырма» пек ăнланмалла.

Хăвăлçырмасем тутарсемпе кÿршĕллĕ пурăнаççĕ. Вĕсем вара пирĕн яла Энтри тесе калаççĕ. Мĕншăн çапла чĕнни пирки каллех пĕр шухăшлăх çук. Пĕрисен сăмахĕпе яла Энтри ятлă çын никĕсленĕ, теприсене ĕненсен кÿршĕллĕ тутар ялĕсене Хăвăлçырмаран Энтри ятлă çын пыра-пыра тарăхтарнă пулать.

Малтанласа ял улăхра, Кĕтне юхан шывĕ хĕрринче никĕсленнĕ тет. Çак вырăн юнашарта пурăнакан тутарсене питĕ илĕртнĕ. Тулăх çĕрсене туртса илес шухăш çуралнă вĕсен. Çĕр-тăрăха ахалех, ырăпа никам та парас çуккине пĕлсе тутарсем ял халăхне пÿтсĕррĕн пыра-пыра тапăнма пуçланă, çĕрлесерен çуртсене вут чĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕхе пуснă, ытти усал ĕçе тума та именсе тăман. Чăтма йывăр пурнăç кÿнĕ Хăвăлçырмасене. Вара вĕсем Кĕтнерен çÿлелле хăпарса хальхи ял вырăнне куçса ларнă. Çĕнĕ вырăнта тĕпленнĕ пулин те Кĕтне хĕрринчи ял çĕрĕсене тутарсене паман. Аяккарах куçса ларнă хыççăн пурнăç тăнăçланнă, ял ÿсме тытăннă.

Малтанхи çуртсене хальхи Кивĕ касра лартнă. Анчах шыв ытла тарăнран пусăсем чавма питĕ кансĕр те йывăр пулнă. Пуян Якур текен çын пурăннă çавăн чухне. Вăл вара пуссине çырмара чавтарнă (вăл вырăнта халĕ те пусă пур). Выльăхĕ-сене шăварма çавăнта илсе аннă вăл. Якур пуссине шыв ăсма аннă çынсен вара пуян хăйĕн выльăх-чĕрлĕхне шăварса пĕтеричченех кĕтме тивнĕ. Сăмах-юмаха ĕненес пулсан, çавăншăнах ĕнтĕ ял-йыш çырма леш енне куçса вырнаçма тапратнă. Ялта Çĕнĕ кас пуçланса кайнă.

Ял пысăклансах пынă. Çĕнĕ кас хыççăн часах тепĕр урам та – Хыç кас – ÿссе ларнă. Çырма хĕррипе тата тепĕр урам çĕкленнĕ – Турчка кас. Урамĕ халĕ те турчкана аса илтерет. Касси тÿп-тÿрĕ пырать, вĕçĕнчи пĕр çурчĕ вара кĕтесленсе урлă вырнаçнă. Ялти чи çĕнĕ касса Çамрăксен урамĕ теççĕ, мĕншĕн тесен кунта йăлтах çамрăксем пурăнаççĕ. Чăн малтан çакăнта çурт лартаканĕ шкул директорĕ Г.П. Ловкин пулнă. Халĕ Çамрăксен урамĕнче 8 çурт таçтан капмарланса лараççĕ.

Ял таврашĕ

Ял сарăлнăçемĕн вырăн-тăрăх ячĕ-сем те (топонимика) анлăланса пынă. Çĕртсене-тĕлсене ят пани ял-тăрăх географийĕн асамлăхне пĕрлештерме те, уйăрма та кирлĕ. Кашни çырма-çатран, улăх-çаранăн, уй-хирĕн ячĕ пур. Вĕсенчен чылайăшне çын е йывăç ячĕсене панă.

Мăрсакай, Хурама хирĕсем ăçтан тухнине тĕрлĕрен калаççĕ. Мăрсакай хирĕ Мăрса ятлă тутарпа çыхăннă тет. Çав уйра вăл чăвашсене тара тытса ĕçлеттернĕ имĕш. Çак хиртех Эшепи текен вырăн та пур. Вăл юм сĕмлĕ. Çумăр çуман чух çынсем паян кун та унта çÿ-реççĕ. Хавха тăрăх – Мăрса тутар усал пулнă тет, ĕçленĕ чух çынсене чĕре сури туса илме кăна мар, шыв ĕçме те чарнă. Пĕррехинче, чăтма çук шăрăхра, çак хирте Эшепи текен хĕрарăм типсе вилнĕ пулать. Çавăнпа ĕнтĕ нумай хушă типĕ тăрсан ялти ватăсем Эшепи текен çĕре кайса ун ячĕпе çумăр ыйтаççĕ.

Хурама хирĕ ăçтан тухни ансат – унта пысăк хурама ÿснĕ. Вăл киремет йывăçĕ шутланнă. Унта çынсем тĕрлĕ япала пыра-пыра пăрахнă. Киремет вырăнĕ халĕ сыхланса юлман, анчах ячĕ пур.

Çулла çитсен яш-хĕр вăййа тухнă. Пирĕн ялта вăйă вырăнĕ ял хĕрринче – Кив урам вĕçĕнче. Ячĕ вара – Йăрăх. Паллă ĕнтĕ, йĕрĕх тениех çакă, сăмах варианчĕ. Мĕншĕн Йăрăх тенине вара ăнлантарса паракансем çук.

Çырма-çатра ячĕсем – Учук (Учÿк), Кайăксар, Аслă вар, Тип çырма тенисем – уçăмлă, мĕнрен тухни чухлавлă. Учук çырминче пысăк чÿксем ирттернĕ. Çумăр çуман чухне те ял-йышĕпех кунта пуçтарăннă. Аслă турă тыр-пулсăр выçă ан хăвартăр тесе çумăр чÿкне тунă: кашни килтен пуçтарнă кĕрперен пăтă пĕçернĕ, кайран пĕр-пĕрне шывпа сапнă.

Кайăксар çырми икĕ сĕмлĕ. Пĕрремĕшĕ – тахçан вăл чĕр чунпа тулăх пулнине пĕлтерет. Иккĕмĕшĕ – кÿршĕллĕ тутар-чăваш ялĕ те çакăн ятлă. Çырми тарăн. Каçса çÿремелли кĕперне чăвашсемпе тутарсем пĕрле хывнă, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ.

Аслă вар çырмине вара çурхи пĕтĕм шыв юхать. Çырма тулса сарăлать те ун урлă каçса çÿреме те çук.

Хăвăлçырман тахăш хирĕнче тăрсан та ял çумĕнчи çил арман пур пĕр куç тĕлне пулатех. Таçтан аякран курăнать. Малтан вăл Кив кас хыçĕнче ларнă, пуян Якур арманĕ пулнă. Колхоз йĕркелесен армана ферма çывăхнелле куçарнă. Çавăнтанпа çак вырăнта вăл.

Улăха кайнă çĕрте уйрăм йăмра кашласа ларать. Вăл та – ял илемĕ. Никам та лартман ăна, хăех тымарланнă теççĕ ун пирки. Йăмра туратти юшкăна лекнĕ те – халĕ капăр йывăç илемĕпе куçа ачашлать.

Ял çумĕнче ĕлĕкхи виçĕ масар вырăнне палăртаççĕ ваттисем. Пĕрин тĕлĕнче халĕ çырма хĕрри. Вăл Кайăксар çырмипе юнашарах. Тепĕр çăва ялта пурăнакан Владимир Кириллов пахчи вырăнĕнче пулнă теççĕ. Çак икĕ масара хамăр ял çыннисене çеç пытарнă. Виççĕмĕш çăвана вара Кÿлпуç ялĕпе пуçланă. Унăн пуçĕ Кÿлпуç çынни Ухата Микули – Николай Охотин. Çак масарпа юнашар – çĕнĕ, 2007 çулта уçнă çăва. Унта чи малтан Василий Иванович Левый ĕмĕрлĕх канăç тупнă.

Выльăх масарĕсене ялтан аяккарах тума тăрăшнă. Вĕсен уйрăм, ятарлă ячĕсем çук, анчах вырăнĕсене шкул ачисем те пĕлеççĕ. Хальхи выльăх масарĕ Аслă Таяпапа Хăвăлçырма чиккинче вырнаçнă.

Хушма ятсем

Çынна ашшĕ ячĕпе чĕнесси чăвашсемшĕн – çĕнĕ йĕрке, вăл XIX ĕмĕр вĕçнелле çеç йăлаланнă. Çынсене унччен хушма е ашшĕ ячĕпе чĕннĕ. Кăтра Михала, Мăн Сантăр, Кашкăр Санькки, Çерçи Иванĕ тесе чĕннисем хушма ятсенчен тухнă. Павăл Санькки, Микĕт Володийĕ, Макăрня Вали тенисем те – ашшĕ ячĕпе пĕрле каланă чăвашла формăсем. Хушма ятсемпе усă курасси халĕ те анлă сарăлнă, ялта кашни çыннăнах пур вăл.

Çынна мĕнле хушма ят парасси унăн сăн-сăпачĕпе кăмăлĕнчен, ĕçĕ-хĕлĕнчен, тыткаларăшĕнчен килнĕ. Пирĕн ялта «Сулахай» хушма ятлă çынсем – йăхĕ-пех. Вĕсен ăратне пуçлаканĕ (ятне ас тумаççĕ) сулахай алăпа ĕçленĕ тет. Çак евĕрлĕхрен Левый хушамат тухнă.

Виталий Александровсен аслашшĕ пĕр май: «Мĕн тусан – мĕн пулать?» – тесе çÿренĕ тет. Çавăнтан вара вĕсен ăратни çумне Мĕнтускай хушма ят çыпçăннă.

 

Пĕтĕмлетÿ

Тăван ялăм Хăвăлçырма – чун юратнă вырăн. Вăл манăн кипке те, сăпка та. Кирек ăçта пулсан та тăван ялăм манăн асра, чĕрере. Хăвăлçырмара паян 188 кил ларать, 545 çын пурăнать. Çуллахи вăхăтра тата 20 пÿрт ача-пăча сассипе тулать. Ялта çуралса ÿснĕ çынсем ашшĕ-амăшĕн çуртне манмаççĕ, çулла тăван кил – дача вырăнĕнче.

2003 çултанпа ял çыннисем кил-çурта газпа ăшăтаççĕ. Таса та хăтлă çуртсем хулари хваттерсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Ял-йыш культура çуртне те хаваспах çÿрет. Аслисем калашле: «Газпа хутнин усси пысăк çав, кунта халь ĕлĕкхи пек сивĕ мар». Культура çуртĕнчех тĕс- лĕхлĕ библиотека та вырнаçнă.

Сăвăпа пуçланă хайлава сăвăпах вĕçлес.

 

Хăвăлçырма – ялан чунра
Эп çуралнă ял – Хăвăлçырма.
Тантăш-пĕлĕш, хурăнташ – пурте асра.
 
Инçетре таçта пулсан та,
Хурçă тимĕр шăрансан та –
Эс асрах, Хăвăлçырма!
 
Ах, илемлĕ-çке ман ял,
Çурчĕсем те пит капмар,
Çамрăк пултăр пит хастар,
Патăр ватă çын халал!
 
Илем лăпкать чунăма,
Тыр-пулĕ пулать-çке тулăх,
Ешерет сип-симĕс улăх,
Эс асрах, Хăвăлçырма!

 

Олеся ГАЛКИНА.

Ертÿçи – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.А.МИХЕЕВА.

Ял историне пĕлме пулăшакансем:

А.А.АЛЕКСАНДРОВА – 1921 çулта çуралнă,

Е.И.МИХЕЕВА – 1936 çулта çуралнă,

О.А.САЗОНОВ – 1925 çулта çуралнă.

«Елчĕк районĕ. Кĕске энциклопеди» кĕнекепе усă курнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.