Хăйĕн пĕрле пулмалла

25 Çурла, 2014

Специалистăн ĕç условине хак панă чухне унăн мĕнле правасем пур? Çĕнĕ мерăсем йышăнни çинчен илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-ши?

Н.Симунова.

Çĕмĕрле районĕ.

РФ 2013 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнчи «Ĕç условин ятарлă хаклавĕ çинчен» саккунĕн 5-мĕш статйипе паллашма сĕнетпĕр. Унта ĕç условине хак панă чухне специалистăн хăйĕн пĕрле пулмаллине палăртнă. Вăл ĕçпе тивĕçтерекенрен е унăн представителĕнчен çакăн пирки тĕплĕн ăнлантарса памашкăн ыйтма тивĕç. Хаклав пĕтĕмлетĕвĕпе вырăнтах паллашма, вăл тивĕçтермесен эксперта çийĕнчех пĕлтерме, юлашкинчен, условие лайăхлатасси пирки калаçса татăлма ирĕк пур.