Хăюлланма мăшăрĕ пулăшнă

14 Чÿк, 2014

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунне паллă турĕç. Савăнăçлă уява Чăваш Республикинчи чи пултаруллă, конкурссенче малти вырăнсене йышăннă, çамрăксен политикине аталантарас ĕçре нумай çитĕнÿ тунă яш-хĕр пухăнчĕ.

Мероприятие ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, ЧР спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Яковлев, ЧР строительство министрĕн çумĕ Александр Грунин тата сумлă ытти çын хутшăнчĕ. Вĕсем Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕршывĕ» форума хутшăннă волонтерсене тав сăмахĕсем каларĕç. «Манăн пултарулăхри пуçарулăх», «Раççейри ыркăмăллăх çынни - 2014», «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри чи лайăх çамрăк ĕçчен» конкурссенче çĕнтернисене чысларĕç. Уяв каçне Шупашкарти çамрăксен пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташши илемлетрĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.