Хĕл Мучи пуян-и?

20 Раштав, 2013

Сисмерĕмĕр те - Çĕнĕ çул çывхарчĕ. Эпир, çитĕннисем, Хĕл Мучине тахçанах ĕненме пăрахнă. Анчах, психологсем пĕлтернĕ тăрăх, Хĕл Мучи пуррине шанакан ачасен пурнăçĕ ĕненменнисенчен чылай хаваслăрах та илемлĕрех пулĕ, çавăнпа пĕчĕкскерсене асамлăха шанма вĕрентмелле. Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем юлчĕç. Хĕл Мучисемпе Юр Пикесем ача-пăча патне парнесемпе хăнана пыма тытăнчĕç ĕнтĕ. Вĕсен сăнарне калăплакансем ытларах чухне театр ăсталăхне туптанисем. Хĕл Мучи е Юр Пике тумне тăхăнман артист пур-ши? Чăваш Республикин культура училищинче массăллă уявсен режиссурине вĕренекен Никита Шуклинов 8-мĕш класра чухнех драма кружокне çырăннă, артист пулма тĕллев тытнă.

- Норильскра çуралса ÿсрĕм. 3-4-мĕш классенче Шупашкарта вĕрентĕм. Пĕлтĕр тăван хулара аппапа пĕрле уяв кунĕсенче тар тăкса ĕçлерĕмĕр. Юля - Юр Пикен, эпĕ Хĕл Мучин ролĕсене вылярăмăр. 5 пин тенкĕ ĕçлесе илтĕм. Сценарие иккĕн тĕплĕн шухăшласа çыртăмăр. Хулара пĕлтерÿсем çакрăмăр. Шăнкăравлакансем патне пыраттăмăр та ашшĕ-амăшĕ ачисем куриччен вĕсем ыйтнă парнесене тыттаратчĕç, эпĕ вара пепкен çырăвĕ ман пата çитрĕ тесе кучченеçсене параттăм. Интереслĕ самантсем час-часах сиксе тухатчĕç, пĕррехинче ачасемпе хаваслăн ташланипе сухал люстрăран çакланчĕ, Юр Пикепе иксĕмĕр ăна аран хăйпăтрăмăр. Ачасен умĕнче: «Ватлăх кунĕсем çитрĕç çав», - тесе тÿрре тухма тиврĕ, - каласа кăтартрĕ Хĕл Мучи.

Никита Мучи тумне Интернет урлă туяннă.

- Вăл 3 пин тенкĕ. Кунта çĕлĕк те, кĕрĕкпе пиçиххи те, алсишпе сухал та кĕреççĕ. Лавккаран парик илме тиврĕ, вăл - 300 тенкĕ. Саманапа тан утас тĕллевпе кăçатă вырăнне сăран пушмак тăхăнатăп. Мучи туйине анне ăсталаса пачĕ. Юр Пике кĕрĕкĕпе çĕлĕкне те Интернетра «тупрăм». Вăл 2 пин тенкĕ. Лавккаран парика - 300, хĕллехи пушмака - 500, алсише - 200, чăлхана 100 тенкĕпе илтĕм. Кăçал манăн Юр Пике урăх. Халĕ пĕрле вĕренекен студенткăпа Катя Ананьевăпа ĕçлетĕп. Йыхравсем пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах, çапах ашшĕ-амăшĕ чĕнсен кашни ача патнех çитĕпĕр, - калаçăва вĕçлерĕ студент.

 

Алена ТИМКОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.