Хĕл Мучие пирĕнтен - парне

11 Раштав, 2014

Ачасем кăна парнешĕн савăнаççĕ тетĕр-и? Çук! Аслисем те кĕçĕннисенчен парне илсен тем пекех хĕпĕртеççĕ. Çĕнĕ çул умĕн вара пушшех те. Уйрăмах пирĕнтен кашни чăтăмсăр кĕтекен Хĕл Мучи парнешĕн хавас.

Çакна шкулта тăрăшса вĕренекен тата пур çĕрте те ÿсĕмпе, пултарулăхпа палăракан аван ăнланать. Пирĕн шкул ачисен пушă вăхăт çук та тейĕн. Вĕсем яланах тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ, конкурссемпе ăмăртусенче палăраççĕ, тĕлпулусемпе куравсем ирттереççĕ...

Анчахрах хулари ача-пăча библиотекинче Чăваш патшалăх университечĕн пиллĕк-мĕш курс студенткипе Олеся Игнатьевăпа тĕлпулчĕç. Пиллĕкмĕш «а» тата «б» класс вĕренекенĕсем алă вăйне виçессипе Европа чемпионки ята çĕнсе илнĕ спортсменкăпа нумайччен калаçрĕç. Ачасем Олесьăн нумай медальне курса тĕлĕнчĕç, чемпионкăпа хире-хирĕç ларса вăй та виçрĕç. Пиллĕкмĕш «а» класри Ангелина Васильевăпа Павел Иванов пултаруллăрах пулни курăнчĕ. Ачасем чемпионкăна хăйсем патне шкула зарядкăна чĕнчĕç. Хăйсем те сывлăха кашни кун пиçĕхтерме, шкулта лайăх вĕренме сăмах пачĕç. Çĕнĕ çула лайăх паллăсемпе кăна кĕтсе илме, Хĕл Мучине парне пама калаçса татăлчĕç.

Культура çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Ăна халалласа мĕн тĕрлĕ мероприяти кăна ирт-мерĕ пуль шкулта! Тăваттăмĕш ÿнер шку- лĕнче «Шупашкар хули - ачасен куçĕпе» пултарулăх форумĕ пулчĕ. Пĕр конкурсăн «Хула урамĕсен - вĕсен ячĕсемпе» номинацире улттăмĕш «а» класри Анна Федорова (2-мĕш вырăн), саккăрмĕш «а» класри Карина Ястребова (3-мĕш вырăн) çĕнтерни питех те савăнтарчĕ.

Тĕрлĕ ÿкерчĕксем тăвакансен, алĕç ăстисен конкурсĕсенче те Станислав Булаткин, Регина Ефимова, Алексей Степанов çĕнтерчĕç. Ытти нумай конкурсра, ăмăртура Мария Кириллова, Мария Пас-кина, Наташа Алякина палăрнине епле савăнса пĕлтермĕн-ха! Вĕсем хăйсене çеç мар, юлташĕсене те хавхалантараççĕ.

Альбина ТИМОФЕЕВА,

вĕрентекен.

Шупашкар,

28-мĕш шкул.

Сăнÿкерчĕкре: Анна Федоровăпа Карина Ястребова.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.